Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чараймарӗ (тĕпĕ: чар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Миша хӑйӗн туйӑмне чараймарӗ, сасартӑк пӗтӗм вӑйпа Тоньӑна ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михаил Николаевич ним тума пӗлмен пирки тӳрех пулӑ ҫине ӳпне выртрӗ, анчах тытса чараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Укҫине аппана никам та чараймарӗ, тухса кайрех аслӑ ывӑлӗпе пӗрле Сӗмӗле.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл юнашар пӳлӗме иртрӗ, хаклӑ кӗпе-йӗм курсан куҫҫульне чараймарӗ.

Он прошел в соседнюю комнату и расплакался, увидев дорогое белье.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Вуласа пӗтерсен Давенант куҫҫульне тытса чараймарӗ, — ют ҫын, ҫулӗсемпе те, опытпа та унран уйрӑлса тӑраканскер, ун тӗлӗшпе ҫав таран шанчӑклӑ пулни тӗлӗнтерет.

Слезы потрясли Давенанта, когда он кончил чтение, — столь чудесной казалась ему эта верность отношения к нему чужого человека, различного с ним возрастом и опытом.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант форточкине уҫсан унпа Факрегед куҫӗсем тӗл пулчӗҫ; надзиратель хӑйне тытса чараймарӗ — вӗсем пӗр-пӗринпе, хуралҫӑ арестантпа — пуҫланӑ вӑййа кулӑпа виҫсе хакларӗ.

Открыв форточку Давенанта, Факрегед встретился с ним глазами и, не удержавшись, по-детски усмехнулся той игре в сторожа и заключенного, которую они вели между собой.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Револьвер пени Энниока чараймарӗ; вӑл кӗсменӗсене хыҫалалла хӑвӑрттӑн ывӑта-ывӑта авӑсать; иккӗмӗш пуля кӗсменрен лекрӗ; Энниок ӑна вӗҫертрӗ, ҫийӗнчех ярса тытрӗ, ҫӗнӗ пульӑсене кӗтнӗ май пӗшкӗнсе ларчӗ.

Выстрел не помешал Энниоку; он греб, быстро откидываясь назад; вторая пуля пробила весло; Энниок выпустил его, поймал и нагнулся, ожидая новых пуль.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Гнор бильярд пуставӗ ҫине пӑхрӗ те куллине чараймарӗ: шарсем хире-хирӗҫле — бортсен ҫумӗнчех; виҫҫӗмӗшӗ, Энниок вылямалли, бильярд варринче; виҫҫӗшӗ те тӳп-тӳрӗ йӗрпе ҫыхӑннӑ.

Гнор взглянул на сукно и улыбнулся: шары стояли друг против друга у противоположных бортов; третий, которым должен был играть Энниок, остановился посередине биллиарда; все три соединялись прямой линией.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫитменнине, Калюков Ехреме самантрах ҫапса ӳкерчӗ, лешӗ ӑна темиҫе ҫеккунтран ытла тытса чараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпах-и, тем пек тӑрӑшсан та, хӑйне чараймарӗ, йӑлл кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нина хӑйне сӑмах хушакан арҫын ҫине ҫаврӑнса пӑхас тенӗччӗ ҫеҫ — пӑр ҫинче шуса кайнипе тайӑлнӑ кӗлеткине ури тытса чараймарӗ, вӑл мелсӗр ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Нина куҫҫуль тумламӗсене юхма чараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Куҫӗнчен юхакан куҫҫульне вара ниепле те чараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫук, чараймарӗ Лисук аппа ывӑлне вӗренме кайма.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Тавтапуҫах сире чӑрманнӑшӑн, — Вероника савӑннипе куҫҫульне те чараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Виктор тек хӑйне тытса чараймарӗ.

Виктор больше не мог сдержать себя.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Бесплат эрех ӗҫме килнӗ вӑл кунта! — ҫиллине ҫаплах чараймарӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ.

Да за бесплатной водкой он пришел! — не сдерживая гнева, продолжала соседка.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫук, чараймарӗ ӑшри сас хӗре.

Нет, не смог остановить ее внутренний голос.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Каллех чӗлхине чараймарӗ Лина.

— Снова вмешалась Лина.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Адмирал Болголам хӑйне хӑй тытса чараймарӗ.

Адмирал Болголам не в силах был сохранить хладнокровие.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех