Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пӗр утӑм каялла чакрӗ те хӑйӗн ӗҫ сӗтелӗн ещӗкне уҫма пикенчӗ.Он только сделал шаг назад и нагнулся отпереть ящик своего рабочего стола.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Столовӑйӗнче пулса иртекен ӗҫсене алӑк хушӑкӗ витӗр курса, вӑл хӑравҫӑллӑн каялла чакрӗ.Увидя в дверную щель, что происходит в столовой, ом испуганно отступил назад.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫавӑнпа вӗсен выльӑх-чӗрлӗх йышӗ самай чакрӗ, ӗнесенчен ҫуррине яхӑн хӗсӗр юлчӗҫ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӗсем 17-18 кун кая юлса имшеркке ҫулҫӑсем сарчӗҫ, ҫӳллӗшӗ ыттисенчен 3-4 см чакрӗ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Лешӗн ҫивӗч те паттӑрла пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулсан пӑрӑнчӗ, пештӗр кантрине вӗҫертсе, каялла чакрӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан халь ярса илессӗн туйӑннипе Огуречников ирӗксӗрех каялла чакрӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тарье вӑрт! ҫаврӑнчӗ те, хӑйӑ чӗрме ҫӗҫӗ тытнӑ аллипе сулкаласа, упӑшки умнех пырса тӑчӗ — Сахар пӗр утӑм каялла чакрӗ.
Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар пӗр утӑм каялла чакрӗ.
Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ар-Сӗнтӗрти ҫапӑҫу хыҫҫӑн утсен йышӗ сисӗнмеллех чакрӗ.
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мамич-Бердей ку мӗне пӗлтернине ӑнланса, алӑкран тухса тарма хатӗрленнӗ пек, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн каялла чакрӗ.
6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Выльӑхӗ чакрӗ унӑн, анисем пӗчӗкленчӗҫ, тӑрӑнса ӳкиччен ӗҫленӗ ҫӗртех тарҫӑсен хырӑмсене пӗрме тиврӗ.
5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл темиҫе утӑм каялла чакрӗ те алӑ сулса Черемисинова ӗҫе часрах пӗтерме хушрӗ.
3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫапла каласа Горбатый-Шуйский пӗр утӑм каялла чакрӗ, ун вырӑнне мӑрсасем умне ҫулланса кайнӑ пит-куҫлӑ мӑнтӑр Шигалей тухса тӑчӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Шӗшлӗ пӑшалсӑр юлсанах, икӗ аллипе пуҫне тытса, кутӑн чакрӗ, чышкисене чӑмӑртаса, урипе тапса, хытӑ кӑшкӑрчӗ:
Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Стражник кутӑн чакрӗ.
Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Савтепи пӗр утӑм каялла чакрӗ.
Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ивук тӗлӗннӗ пек пулса пӗр утӑм каялла чакрӗ.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑл асӑрханса кӑштах каялла чакрӗ.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ҫук, пӑхаймастӑп, — тесе Ульти каялла чакрӗ, анчах каймарӗ, йывӑҫ кутне ҫӗре хутланса ларчӗ.— Нет, я не могу на нее смотреть… — сказала Ульди, но не ушла, а присела под куст и зарыдала.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Янтул хӑраса каялла чакрӗ.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.