Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чакаланса (тĕпĕ: чакалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн пӗлӗшсем виҫҫӗшӗ те мӑнастир тавра ҫаврӑнса, хыҫалти стена патне ҫитсе чарӑнчӗҫ, — ун тӑрӑх чакаланса хӑпармашкӑн ҫӑмӑлтарах.

Трое наших знакомых обошли монастырь и остановились перед задней стеной, — вскарабкаться на нее было легче,

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав шухӑшпа вӑл ҫур сехете яхӑн сывлама хӑяймасӑр йӑпшӑнса выртать, анчах чӑххисем, юри тенӗ пекех, таҫта, ҫатан карта ҫумӗнче, чакаланса ҫӳреҫҫӗ иккен, арпа купи яхӑнне пыма та шухӑшламаҫҫӗ тейӗн.

Он пролежал, тая дыхание, с полчаса, но куры, как назло, рылись где-то около плетня, а подходить к вороху мякины словно и не думали.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ишӗлсе аннӑ ҫӗр картлашкасем тӑрӑх Ваня блиндажран чакаланса тухрӗ те ҫӗр ҫумне йӑпшӑнса выртрӗ.

По осыпавшимся, заваленным земляным ступенькам мальчик выбрался из блиндажа и припал к земле.

16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Атя, ҫывӑхри пӗр-пӗр улӑм ури ӑшне чакаланса кӗрсе выртатпӑр та унтах ҫӗр каҫатпӑр, — сӗнет Гришка.

- Давай залезем в первую попавшую скирду и заночуем, - предложил Гришка.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

21. Вӗсен кӳлепи ҫине, пуҫӗ ҫине ҫара ҫерҫи, чӗкеҫ, ытти кайӑк вӗҫсе килсе ларать, вӗсем тӑрӑх кушак та чакаланса хӑпарать.

21. На тело их и на головы их налетают летучие мыши и ласточки и другие птицы, лазают также по ним и кошки.

Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пирӗн халӑх авалтан выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе тата ҫӗр ҫинче чакаланса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех