Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳресем (тĕпĕ: хӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пуҫӗ» пулмасан урисемпе хӳресем валли ӗҫ пулмӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Вӗсен тенкӗллӗ мӑй ҫыххисем тата ытти ҫакмалли капӑрсем (ҫивӗттуни, пиҫиххи майлӑ ҫум ҫакки, пухранккапа илемлетнӗ тӗрӗллӗ йӑрӑмсем, пӑхӑртан тунӑ «хӳресем») пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ун пек чух чухлаттӑмӑр: Катя кӗҫӗр кил-ҫурт таврашӗнчен йӗке хӳресене юнлӑ кӗрешӳре хӳтернӗ (кашкӑрсем ҫеҫ мар, йӗке хӳресем те йышланса кайнӑччӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче), анчах тӑшманӗсем хӑйне те самаях тивертнӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Пӗррехинче вара ялти мухмӑр-сухмӑрсем, ӗҫ патне алли пыман усӑнчӑксем, услапсем, каснӑ хӳресем хурал пӳртӗнче мана эрех ӗҫтерсе ӳсӗртрӗҫ те… эй… калама та намӑс.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Маччаран ҫумӑр анать, урайӗсем шӑтса пӗтнӗ, пурте кӑнтӑр кунӗнчех йӗке хӳресем тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Таҫтан йӗке хӳресем килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

— Карап путассине чи малтан йӗке хӳресем сисеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Тылри йӗке хӳресем эсӗр!

Вы крысы тыловые, вот вы кто!

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Карета хыҫӗнченех капитансемпе, матроссемпе, юнгӑсемпе, пиратсемпе, Робинзонсемпе тулсах ларнӑ чӑн-чӑн кимӗ шӑвать; ҫав ҫынсем карттун пуртӑсемпе сулкалашаҫҫӗ, пистолетсенчен переҫҫӗ, перӳ сассине хӑйсен кӑшкӑравӗпе сӑнарлаҫҫӗ, пульӑсен вырӑнне пустав йӗке хӳресем туха-туха сирпӗнеҫҫӗ.

За каретой следовала длинная настоящая лодка, полная капитанов, матросов, юнг, пиратов и Робинзонов; они размахивали картонными топорами и стреляли из пистолетов, причем звук выстрела изображался голосом, а вместо пуль вылетали плоские суконные крысы.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑранӑр, ҫӗр ҫинчи йӗке хӳресем, купӑста кучанӗсем, сельдерей тӑплӑмӗсем!

Проснитесь, сухопутные крысы, кочни капусты, пучки сельдерея!

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Йӗке хӳресем валли хунӑ наркӑмӑша пӑру епле тупса ҫиме пултарнине ниепле те ӑнланмарӗ хӗр.

Девушка никак не могла понять, как теленок мог достать и съесть яд, предназначенный для крыс.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ун витинче те йӗке хӳресем алхасаҫҫӗ иккен.

В ее хлеву тоже, как оказалось, бушевали крысы.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫиллӗ ҫӗрсенче кунта ҫил ашкӑнса вылять, йӗке хӳресем чупса ҫӳреҫҫӗ.

В ветряные ночи здесь гулял, завывал ветер, бегали крысы.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ун тавра тӗттӗмре йӗке хӳресем чупса ҫӳрерӗҫ.

В темноте вокруг него бегали крысы.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кӑвак ҫунатлӑ йӗп хӳресем сарӑ кӳкерчене сӗртӗнес пек вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ.

Серокрылые ласточки взмывают к раскаленному диску, будто норовят прикоснуться к нему.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хыҫран хӳресем сӗтӗрсе пымалла ан пултӑр.

И чтобы хвоста за собой не иметь.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсем ҫине хӳресем пек вӑрӑм, тӗрлӗ тӗслӗ рецептсем ҫыпӑҫтарнӑ.

Они были с длинными, словно хвосты, разноцветными рецептами.

Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Унта атте хӑйне ятламасть, малтанхи йӗркесенчен пуҫласах вӑл мана математикӑпа «хӳресем» пулнӑшӑн хӑтарать.

Не виноватое, как прежде, а с первых же строк отец выругал меня за «хвосты» по математике.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Унсӑр пуҫне, манӑн географипе тата математикӑпа хӳресем пурччӗ-ха.

Кроме того, у меня были хвосты по географии и по математике.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Санӑн кунта ак хӳресем тухрӗҫ, — куратӑн-и, епле кӑнтса тӑраҫҫӗ.

У тебя получились усики, — видишь, как они торчат.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех