Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрӗх сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрӗх (тĕпĕ: хӗрӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗх ҫул хушшинче ӑна режиссерсем мӗнле кӑна роль шанса паман пуль?!

Куҫарса пулӑш

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Пӗр хӗрӗх ҫула яхӑн иртсен Коля тахӑш хуларан пурӑнакан вырӑна таврӑннӑ чухне, ҫула май, яла килсе каять.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Чугун ҫул ҫинче хӗрӗх икӗ ҫул ытла ӗҫлесе пенсие тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫавӑн ҫумне пӗр метр та хӗрӗх сантиметр хушӑр та хайхи лесасен ҫӳллӗшӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кантӑк пулмалли вырӑнта сулахай енче хӗрӗх пиллӗк тесе палӑртни пур.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Акӑ кунта хӗрӗх пилӗк ҫул каялла ликпунктран вӗренсе тухни ҫинчен калакан справка.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

— Ларӑр, мӗн ҫӑмӑлпаччӗ? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ унран хӗрӗх ҫулалла ҫитнӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Саккун, йӗрке хушнипе, Иван Петровч хӳттипе Хайхи кашни уйӑхрах, Хӗрӗх тенкӗ ытларах Патшалӑхран Маруҫа Килсе тӑрать ҫӗн укҫа.

Куҫарса пулӑш

Кӗмӗл ҫӑпала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 21–22 с.

Эпир хӗрӗх ҫултан ытла кӗтейместпӗр.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрӗх ҫул хушшинче кунта пайтах ырӑ ӗҫ тунӑ, мӗн чухлӗ ӗҫ паттӑрӗ ӳссе ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрӗх ҫул ҫитет ӗнтӗ эпӗ ҫак вӑрман ҫӗрӗ ҫине ура ярса пусни, — аса илме тытӑнчӗ Иван Яковлевич.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи ҫулларан виҫҫӗмӗшне ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗненнӗ тӑрӑх, ача ҫуралсан хӗрӗх кунччен, уйрӑмах малтанхи кунсенче пепкене ҫынна кӑтартма юрамасть — хӳтӗлевсӗре куҫӑхтарма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ывӑл кӗтрӗ вӑл шавах, кӗтсе илеймерӗ, мӗскӗн, ҫамрӑклах вилчӗ, хӗрӗх пиллӗкрех — ирӗклӗхшӗн кӗрешнӗшӗн Ҫӗпӗре янӑскер, унта вӑрман касса сывлӑхне хавшатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку хӗрӗх ҫулалла ҫитнӗ, ҫирӗп тымарлӑ, тӑн-тӑн кӳлепеллӗ, яка питлӗ, сивӗ те чӑрсӑр куҫлӑ ҫын пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чее те ӑслӑ пуҫлӑхсем Подоприхин пек хӗрӗх пӗрмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн, вӗсен шучӗпе, «патшалӑх ҫӑкӑрне салатакан» председательсене, ӗҫ кунӗшӗн ик ҫӗр (!) грамм тырӑ панӑшӑн каҫарма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

НКВД ҫынни хӑйне ҫав, ҫӗршыва хӳтӗлекенсен шутне кӗртме шутламан та, тин кӑна хӗрӗх урлӑ каҫнӑ пулин те.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ара, райцентра, унтан каялла хӗрӗх ҫухрӑма яхӑн ҫуран утасси ҫӑмӑл-им?

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫу вӗҫленнӗ ҫӗрелле хӗрӗх пиллӗкри чӑлах вилсе те кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑн та, хӗрӗх пӗрремӗш ҫул ҫур кунӗ халӑха савӑнтармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех