Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрринелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ така, пуҫне ерипен пӑркаласа, йӗри-тавра пӑхса илчӗ, куштан каччӑ пек, тӳп-тӳрӗ тӑрса, ерипен кӑна Палас хӗрринелле ҫул тытрӗ, тин ҫеҫ ейӳрен хӑтӑлнӑ йӑмралӑха кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Казанка хӗрринелле хӗсӗр вӗсене, гяурсене!

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем Офоня Хлебникпа кунти тертлӗ пурнӑҫ ҫинчен калаҫса ҫырма хӗрринелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗве пырӗ тӗлне ҫитсен аслӑ князь хӑйӗн утне Атӑл хӗрринелле пӑрчӗ — калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, унта юри тунӑ чатӑрта ӑна Семен Микулинский воеводӑпа тутар княҫӗсем кӗтсе тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас хӑй тӗллӗн калаҫма пӑрахрӗ те ҫӑва тепӗр хӗрринелле, Альпие пытарнӑ тӗлелле, пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗвӗ Ҫавал хӗрринелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Каравсене ҫуса пӗтерсен, Ҫинук валашка ҫинчен ҫыран хӗрринелле сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Эп ӑна чӑрмантарма шутламарӑм, ӗҫ хатӗрӗсене йӑтса, Машавӑш шывӗ хӗрринелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Стадионри вӑйӑ пӗтсен, вӗсем Атӑл хӗрринелле пӗрле кайса ҫӳрерӗҫ, анчах пӗркунхи калаҫӑва хускатмарӗҫ.

Когда на стадионе закончилась игра, они вместе пошли на берег Волги, но прошлый разговор не вспоминали.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Малтан хӑми ҫине линейкӑпа йӑр турӗ, вара ҫырма тытӑнчӗ, грифельне чӗриклеттерсе, чӗлхи вӗҫне тута хӗрринелле авса ҫырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хутаҫа ҫурӑм хыҫне ҫакрӑм та сукмаксӑрах Энӗш хӗрринелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иванюк аллине чарак тытнӑ, кӳлӗ хӗрринелле йӑраланать, хӑй халӑх еннелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Утӑ тиекенсем, ӗҫлеме пӑрахса, лашисене ҫавӑтса кӳлӗ хӗрринелле кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫыран хӗрринелле вӑрӑм хӑмӑш ӳсет, шаларах, сарӑлса выртакан лапка ҫулҫӑсем хушшинче, шултра шурӑ чечексем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Талпӑнса вӗрекен йытӑсен сасси шыв хӗрринелле анчӗ.

Собачий лай сместился к реке:

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тарӑхнӑ Янтул ӑна пӗр хӗрринелле тӗксе ячӗ те кӑмака ҫине тӳнчӗ.

Вконец рассерженный, Яндул отодвинул мальца на край и улегся на теплые кирпичи.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук тӗттӗмре аллисене мала тӑсса шиклене-шикленех ҫул хӗрринелле утать.

Ивук, вытянув в темноте руки, боязливо трусит к дороге.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан Ухтиван ҫине шикленсе пӑхса илчӗ те лашине шыв хӗрринелле ҫавӑтса кайрӗ.

— Касьян, словно вдруг испугавшись своих слов, настороженно глянул на Ухтивана и поспешил к берегу.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗвел анас умӗн каччӑ вӑлта хуллине хул урлӑ хурать те тепӗр аллине паҫӑрхи чӗресе тытса Каҫҫан пичче урапи ҫуммипе шыв хӗрринелле иртсе каять.

И вот, едва спряталось солнце, он кинул на плечо удилище, подхватил чиряс и медленно побрел мимо телеги Касьяна к реке.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫхи апат вӑхӑчӗ ҫитсен вара, вӑл васкамасӑр машина ҫинчен анчӗ те пӗр ачана лашасене апатлантарма хушрӗ, хӑй, хӑмӑл тӑрӑх утса, вырса пӑрахнӑ хирӗн тепӗр хӗрринелле кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех