Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрачасене (тĕпĕ: хӗрача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мирониха хӗрачасене ӑсатса кӑларса ячӗ те чӳречерен урамалла ним чӗнмесӗр пӑхса ларчӗ.

Выпроводив девочек, Мирониха вставала у окна и молча глядела на улицу.

48 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ирхине кӑвак ҫутӑпах хӗрачасене вӑратрӗ:

Утром чуть свет будила девочек:

48 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Хӗрачасене те пӑрахса хӑвармастпӑр эпир, — ҫирӗплетрӗҫ ачасем.

— Да и девочек мы не бросим, — подтверждают ребята.

46 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Мирониха ура ҫине сиксе тӑчӗ хӑраса ӳкнӗ хӗрачасене лӑплантарчӗ те ҫенӗкелле ыткӑнчӗ.

Мирониха вскочила, прикрикнула на испуганных ребят, бросилась в сени.

45 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Зорина звеньевой! — терӗ Валя савӑнӑҫлӑн, хӗрачасене учительницӑпа паллаштарса.

А Зорина звеньевая! — радостно представила их учительнице Валя.

45 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Каҫ пуласпа вара хӗрачасене ачашлать те: — Каям-ха эппин… — тесе тухса каять.

А к вечеру, приласкав девочек, уйдет, сказав свое обычное: — Пойду пока…

44 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ҫемҫе аллисемпе хӗрачасене ытамлать, амӑшӗ пекех ачашлать вӑл вӗсене.

В сумраке мягкие руки ее с материнской лаской обнимут всех троих сразу.

44 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Миронихӑпа вӑрттӑн калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, кил хуҫи хӗрарӑмӗсем кашни ир, хӗрачасене курсанах ӗнесене хапхаран кӑларса яраҫҫӗ.

По тайному соглашению с Миронихой, каждое утро хозяйки, увидев девочек, выгоняют за ворота своих коров.

44 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Валя хӑйӗн сапаланчӑк ҫӳҫӗсемпе хӗрачасене пырса хупӑрлать.

Валя, смеясь, закрывает подружек с головой своими распущенными волосами.

44 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Эпир хамӑрӑн хӗрачасене куртӑмӑр! — пӗлтерчӗ Одинцов.

— А мы девочек наших видели! — сообщил Одинцов.

41 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Нумай асаилӳсенчен чи хаваслине те — Мускавран каяс умӗн, вокзалта, Мазин хӑйӗн амӑшне такамӑн апат-ҫимӗҫ карҫинкки ҫине лартнине аса илни те — хӗрачасене макӑртрӗ.

Так неразрывно были связаны между собой, что при одном из самых веселых воспоминаний — о том, как перед отъездом, на вокзале, Мазин посадил свою маму на чью-то корзинку с продуктами, — девочки заплакали.

40 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Митя хӗрачасене аса илет.

Вспоминал девочек.

34 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Хӗрачасене те тӗрленӗшӗн мухтатчӗ.

Девочек за это хвалил.

32 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Колхоза Шуркӑсен амӑшӗ тытса тӑрать, — ӑнлантарать Тоня ытти хӗрачасене, хӑй вара кӑвак куҫӗсене йӑлтӑртаттарса илет, анис пек хӗрелсе каять.

— На Шуркиной матери колхоз держится, — поясняла Тоня девочкам, широко раскрыв голубые глаза и разрумяниваясь.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Хӗрачасене питех ҫулӑхма кирлӗ маррине вӑл ахаль те лайӑх ӑнланать.

И притом он знал, как опасно связываться с ними.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Игнат, тата хӑҫан килетӗн эсӗ! — салхуллӑн ыйтрӗ Ваҫҫук, хӗрачасене аса илнипе лӑпланса ҫитеймесӗр.

Когда придешь опять, Игнат? — все еще потрясенный напоминанием о девочках, грустно спросил Васек.

30 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Тен, вӑл тетрадьне ҫухатнӑ пуль е кунти хӗрачасене кама та пулин панӑ пуль…

И, может, потеряла тетрадку или отдала кому-нибудь из здешних девочек…

30 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӑл амӑшӗ пирки хуйхӑрса шухӑшлать, хӗрачасене — Лидӑна, Вальӑна, Нюрӑна аса илет.

Он с тоской думал о матери, вспоминал девочек — Лиду, Валю и Нюру.

28 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӗсем, утӑ матрацсем ҫинче пуҫтарӑнса ларса, ашшӗ-амӑшӗсене, бомба пӑрахнипе вилнӗ хӗрачасене, Митьӑна аса илчӗҫ, хӑйсен куҫҫулӗсене, хӑйсен шанӑҫӗ ҫухалнине пытарма пултараймарӗҫ:

Сбившись в кучу, они сидели на неубранных сенниках, вспоминая оставленных дома родителей, погибших девочек, Митю… и уже не скрывали друг от друга отчаяния и слез:

23 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ку хуйхӑ ҫав тери хӑрушӑ хуйхӑ, ӑна вӗсем нихҫан та кӗтмен, ҫавӑнпа вӗсен хӗрачасене урӑх кураймассине те ӗненес килмест.

Все произошло так неожиданно и так страшно, что даже не верилось, что это правда и они больше никогда не увидят девочек.

19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех