Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмсен (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ушкӑн хыҫҫӑн ушкӑн салтак асса-кусса, хӗрарӑмсен чысне пӑсса ирте-ирте каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсен ушкӑнӗ икке пайланчӗ: пӗрисем халех киле каясшӑн, теприсем ӗҫе пӗтерсех таврӑнасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсен сехри хӑпрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пулӑшу ыйтса, айӑплӑ ҫыннӑн ятне тата ӑна ачаллӑ икӗ хӗрарӑмран палласа илме май пуррине, хӗрарӑмсен ҫийӗнчи чӑваш тумне сӑрласа пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑмсен куҫӗсем шывланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсен сассине пуринчен малтан Платун илтсе тӳрленсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑл патне васкакан хӗрарӑмсен пушӑ витрисем чӑнкӑртатни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырхан хӗрарӑм ҫуйхашса кӑшкӑрни хавшак хӗрарӑмсен сехрине хӑпартрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку пуринчен ытла хӗрарӑмсен хушшинче алӑ ҫупнӑ шава вӑйлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ енне, ҫырмана, анакан сукмакпа манах тумне тӑхӑннӑ виҫӗ ватӑ хӗрарӑм утса пынине курса хӑй тӑракан вырӑнтан сасартӑк кӑшт каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Тата ирхине анне васка-васка ман ҫине ӑптӑр-каптӑр тум — хамӑн-и, аттен-и е тата хӗрарӑмсен куртки-и — тӑхӑнтартса яни килӗшместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Хӗвел шевлисем, кӑнтӑр енчи чӳречесенчен ерипен-ерипен кӗрсе, ҫунакан ҫуртасенчен йӑсӑрланакан тӗтӗм тӗтрине сирсе, хӗрарӑмсен тутӑрлӑ пуҫӗсем ҫинче йӑлкӑшма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Картиш хӗрарӑмсен сассипе тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Апла пулин те сӗтел хушшинче иртекен тӗрлӗ калаҫу тата Венюк таврашӗнчи хӗрарӑмсен хӗвӗшӗвӗ мана кӑштах кулӑш пӗрчи хыптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Юрий Кислов Хӗрарӑмсен союзне пуҫарулӑхшӑн ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

«Мадейра» баскетбол клубӗ темиҫе титул ҫӗнсе илнӗ, ку тӗлӗшпе уйрӑмах хӗрарӑмсен команди палӑрнӑ.

Баскетбольный клуб «Мадейра» выиграл несколько титулов, в особенности женская команда.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Кино пӗтсен, Раман Анютӑна хӗрарӑмсен баракӗ умне ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та темиҫе кунтан хӗрарӑмсен кӑвайчӗ ҫӗнӗрен хыпса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сирӗн Йӑмраллӑри хӗрарӑмсен пӑлхавӗ ҫинчен мана поездра каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Илихван, кӳреннӗскер, шыҫӑннӑ питне пӗркелентерчӗ те чылайччен шӑпӑрт пулчӗ хӑй ҫинчен манса каясса шанса, анчах та ӑна шеллеме никам та шутламаннине кура юлхавлӑн хӗрарӑмсен хушшинчен тухрӗ, мӑкӑртатрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех