Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
хӑшӗ (тĕпĕ: хӑшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем Жилина ҫавӑрса илнӗ те, хӑшӗ ҫӑкӑр, хӑшӗ пӑтӑ, хӑшӗ эрех пара пуҫланӑ, хӑшӗ ӑна шинельпе чӗркенӗ, хӑшӗ каскине ватнӑ.

Обступили Жилина; кто ему хлеба, кто каши, кто водки, кто шинелью прикрывает, кто колодку разбивает.

6 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кашниех пӗр-пӗр ҫӑк йӑтнӑ: хӑшӗ чӑматан, хӑшӗ ҫул ҫинче ҫиме тесе тутӑрпа ҫыхнӑ апат-ҫимӗҫ, хӑшӗ ҫӑмарта карҫинкки, хӑшӗ ҫӗр улми миххи, хӑшӗ сар ҫу тултарнӑ кӗлӗнче банка: Меркидон аллинче — эрех тултарнӑ стакан.

Каждый нес какую-нибудь поклажу: кто чемодан, кто узелок с харчами на дорогу, кто мешок картошки, кто корзину с яйцами, кто стеклянную банку с топленым маслом, Меркидон держал в своих ладонях, в пригоршне, стакан водки.

Юлашкисем... // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Кашниех хӑйӗн юратнӑ апатне: хӑшӗ ӑшчик яшки, хӑшӗ лапша е ӑшчик, хӑшӗ хырӑмлӑх шӳрпи, соус валли хӑшӗ хӗрлӗ, хӑшӗ шурӑ шӗвек пӗҫерме сӗнет.

Всякий предлагал свое блюдо: кто суп с потрохами, кто лапшу или желудок, кто рубцы, кто красную, кто белую подливку к соусу.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсенчен нумайӑшӗ пӗтнӗ: хӑшӗ цынгапа чирлесе, хӑшӗ выҫса вилнӗ, хӑшӗ шыва путнӑ, хӑшӗ пӑрсем хӗстернипе лучӑрканса вилнӗ е пӑр катӑккипе пӗрле уҫӑ тинӗселле юхса кайса пӗтнӗ.

Многие из них погибли: кто от цынги и голода, кто утонул, кого льдами затерло или на льдине в открытое море унесло.

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

2. Йышӑннӑ паллӑсене пӑхса, план ҫинче кӑтартнӑ япаласенчен хӑшӗ шкул, хӑшӗ географи площадки, хӑшӗ сад, хӑшӗ сарай иккенне пӗлӗр.

2. По условным знакам найдите, где школа, географическая площадка, плодовый сад, сарай.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пурте ман ҫине пӑхаҫҫӗ: хӑшӗ тӗлӗнсе, хӑшӗ кӑсӑкланса, хӑшӗ тӑрӑхласа, хӑшӗ хӗрхенсе; пӗр кукамай кӑна лӑпкӑн пӑхать.

Все смотрели на меня: кто с удивлением, кто с любопытством, кто с насмешкой, кто с состраданием; одна бабушка смотрела совершенно равнодушно.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Шыва известь, е тӑвар, е тата пӗр-пӗр ытти ирӗлекен япала ярса вӗретсен, шывӗ пӑс пулса кайса пӗтет те, хайхи япаласем пурте харпӑр хӑй майлӑ пула-пула лараҫҫӗ: хӑшӗ виҫӗ кӗтеслӗ юпа пек, хӑшӗ сакӑр кӗтеслӗ юпа пек, хӑшӗ кирпӗч пек, хӑшӗ тата ҫӑлтӑр пек пулса лараҫҫӗ, пурте харпӑр хӑй майла пулса ларать.

Если насытить воду известкой, или другою солью, или еще чем-нибудь, то каждая вещь, когда вода выйдет паром, сложится по-своему: какая в трехгранные столбики, какая в восьмигранные, какая кирпичиками, какая звездочками, — каждая по-своему.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӑшӗ тӑваттӑмӗш класа, хӑшӗ виҫҫӗмӗшне, хӑшӗ иккӗмӗшне, хӑшӗ тата пӗрремӗш хут кӑна шкула вӗренме каять.

Кто идёт в четвёртый класс, кто в третий, кто во второй, а кто и вовсе только в первый раз учиться идёт.

Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.

Хӑшӗ пӗчӗк урапа туртать, ун ҫине кивӗ ҫӗҫӗсемпе ҫӑраҫҫисем сапса хурать, хӑшӗ алӑран вак-тӗвексемпе сутӑ тума пуҫлать, хӑшӗ Нью-Йорк, Ниагар, аслӑ ҫул картинӗсемлӗ ӳкернӗ кӗнекесем йӑтса ҫӳрет, хӑшӗ хӑйсен тӑванӗсем е тин ҫеҫ килнисем патӗнче вак-тӗвек ӗҫ туса тӑранса пурӑнать.

Кто разложит на тележке плохие ножики и замочки, кто торгует с рук разной мелочью, кто носит книжки с картинками Нью-Йорка, Ниагары, великой дороги, кто бегает на побегушках у своей братии и приезжих.

XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Кунта пуҫӗсене хыртарнисем те, ҫӳҫлисем те пур — хӑшӗ картуз, хӑшӗ хӗрлӗ тӑрӑллӑ кубанка, хӑшӗ ҫӑмран йӑваланӑ шлепке, хӑшӗ улӑм шлепке тӑхӑннӑ.

Тут сидели и бритоголовые, и чубатые — кто носил на голове картуз, кто кубанку с красным верхом, кто войлочную шляпу, а кто и соломенный бриль.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Изидӑна хисеп курса тӑракансем пулнӑ вӗсем пурте — хӑшӗ ӗненсех, хӑшӗ пайталӑха хапсӑнса, хӑшӗ ыттисене курса, хӑшӗ тата аскӑнлӑх тӗллевӗсемпе килнӗ.

Все они были — иные по вере, иные по корыстным расчетам, иные из подражания, а иные из сластолюбивых целей — поклонниками Изиды.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тӗлӗнсе кайӑн, Ваҫук пичче, халь пирӗн ял фабрика пек: хӑшӗ ҫӑпата тӑвать, ҫӑматӑ йӑвалать, хӑшӗ алса-чӑлха ҫыхать, хӑшӗ табак турать — пурте фронта валли.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юмӑҫ пӑхнӑшӑн хӑшӗ ханша юхтарса парать, хӑшӗ — услам ҫу, хӑшӗ — ҫӑмарта…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сергей тухасса кӗтсе, хӑшӗ турник, хӑшӗ чикмек патӗнче, хӑшӗ пукансем йӑтса хӑйсен вӑйӗсене виҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑшӗ — каччӑ, хӑшӗ — хӗр, хӑшӗ анчах утма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Хӑшӗ вӗсем Шӗшлӗрен кивҫен ҫӑнӑх илнӗ, хӑшӗ — вӑрлӑхлӑх тырӑ, хӑшӗ — укҫа.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пушар сӳнтерме часах килкарти тулли халӑх пуҫтарӑнчӗ: хӑшӗ пакур тытнӑ, хӑшӗ сенӗк, хӑшӗ пуртӑ, хӗрарӑмсем шыв витрисемпе чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Миша та тӑванӗсем патне ҫырман темелле мар, анчах каялла чылайӑшӗнчен ответ илеймен: хӑшӗ вулама-ҫырма пӗлмен пирки ҫыру ярайман, хӑшӗ тахҫанах Михала пекех вӑрҫӑра, хӑшӗ ҫапӑҫура пуҫне хунӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ах, тур, пит чаплӑ иртрӗ-ҫке Микихвер туйӗ: хӑшӗ юрлать, хӑшӗ ташлать, хӑшӗ хӑсать, — тетчӗҫ туя лекейменнисем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Лешсем хӑшӗ ҫӗрӗ, хӑшӗ тура, хӑшӗ сӑмса тутри е ытти вак-тӗвек хура-хура ячӗҫ калпака.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех