Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланчӗ (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тем тесен те ҫав тери айванла хӑтланчӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей хальхинче те чее хӑтланчӗ, Кӑкшамарта пулса иртнӗ пӳкле ӗҫсем ҫинчен Усеин-Сеита калаҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыттисем патне тухсан вара чӑннипех те пӗчӗк ачалла хӑтланчӗ: хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисем умӗнче мӗскӗннӗн курӑнас мар тесе хӗҫҫине пӗрре йӗннинчен кӑларчӗ, тепре каялла чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӑлт пӗчӗк ачалла хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене ашшӗпе амӑшӗ умӗнчех ыталама хӑтланчӗ, урай тавра ҫавӑркаларӗ, аллисене чӑмӑртарӗ, юлашкинчен, хӗрсене алӑк патне сӗтӗрсе пырса ыттисемпе паллаштарма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп сана хам сӑмаха каламастӑп, Шигалей Шейх Аулиярович, аслӑ князь сӑмахӗсене калатӑп, — ытла тапӑннӑран айӑпа кӑшт та пулин хӑй ҫинчен сирме хӑтланчӗ патша казначейӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лупас айне лартса йӑвин шӑтӑкне уҫсанах Квикка пӗр чӗппине ҫӗклесе вӑрмана тарма хӑтланчӗ; юрать-ха, пирӗнпе пӗрле Палюк мучи пычӗ те, Квиккана хӑй патне астарса илсе тытрӗ, вара уринчен, ыраттармалла мар ҫыхса ҫинҫе кантӑрапа йӑви патне кӑкартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Унччен те пулмарӗ, ӑна икӗ кӑткӑ пӗр харӑс пырса ҫатӑрах ҫыртрӗҫ пулас, лӗпӗш вӗҫсе кайма хӑтланчӗ, ҫук, ӗҫ тухмарӗ, пӗр кӑтки урисемпе курӑкран ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Вӑл кӑшкӑрма хӑтланчӗ, анчах сас та тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Варвари инке ҫӑлтан ӑсса кӑларнӑ шывпа пуҫӗнчен сапсан ҫеҫ тӑма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

- Ҫапла, йышӑнмах тивет: Геллерт сӑрчӗ ҫинчи палӑк тӗлӗшӗпе Венгри аван мар хӑтланчӗ - тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче политиксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑн хӑйсене «коммунистсен тиранийӗпе» кӗрешекенсем пек кӑтартма тӑрӑшрӗҫ.

- Да, следует признать: с памятником на горе Геллерт Венгрия поступила нехорошо - в девяностые годы политики наперебой изображали из себя борцов с «коммунистической тиранией».

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

— Кулма хӑтланчӗ те ҫулланнӑ салтак — кулаймарӗ.

Пожилой солдат попытался улыбнуться, но улыбки не получилось.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кулкаласа ун тӳмисене вӗҫертме хӑтланчӗ.

И с очаровательной улыбкой стала расстегивать пуговицы на его мундире.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑшт тӑна кӗрсен Каҫҫан пичче тӑма хӑтланчӗ те — тӑраймарӗ.

Первым пришел в себя Касьян, попытался подняться — и не сумел.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Нумай вӑхӑта тӳлеккӗн калаҫма чарӑннӑ ҫын евӗр, пахча картинчен тытма хӑтланчӗ — тытаймарӗ: алли ҫитмерӗ.

Он хотел было опереться об изгородь, рассчитывая на неторопливую длительную беседу, но не достали руки.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ан аташ эс, эп арҫын ачапа ҫывӑртӑм, — ӗнентерме хӑтланчӗ Янтул.

— Полно тебе, я ж с мальчонкой спал! — уверенно проговорил Яндул.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑма хӑтланчӗ те вӑл куҫӗ хуралса килнипе юр ҫине тӑрӑнчӗ…

Но в глазах потемнело, и он снова рухнул в снег…

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр еннелле утма хӑтланчӗ те темӗнле ҫырмана ӳпне-питне ҫаврӑнса анса кайрӗ…

Повернул в противоположную сторону и кубарем покатился в какой-то овраг…

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫакна вӑл юлташне мӑшкӑллас тесе мар, хӑйне пысӑка хурса та мар, юна юлнӑ ашшӗ йӑлипе хӑтланчӗ.

Сделал он это не из желания унизить Педера и возвысить себя, а просто сказалась в нем отцовская кровь.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тум-тир, — вырӑсла сӑмахсене аран-аран тупкаласа ӑнлантарма хӑтланчӗ вӑл.

Одежда, — коверкал и с трудом подбирал он русские слова.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех