Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланчӗ (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан, малтанах пуҫ ҫавӑрнӑ пек курса лараканскер, урӑла пуҫланӑ май тӑна кӗме хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чеескер, икӗ ҫул маларах ҫеҫ ҫак крючниксемпе пӗрле ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр ҫӑк йӑтнӑскер, халь вӗсен подрядчикӗ, Илья Никонорович Богданов ятлӑслер, вӑл паян та хӑйне ҫӗнтернине йышӑнасшӑн мар, крючниксене хӗтӗртме хӑтланчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне такамран та ӑслӑ пек кӑтартма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян, ак, майлӑ самантпа усӑ курса, Рамана йывӑҫ хушшине хӗстерсе лапчӑтма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗремесленсе кайнӑ питне Тарин вӗҫӗмех шӑла-шӑла илет, ун-кун ҫаврӑнкалать, аптранӑ енпе рабочисене тепӗр хут алӑ парса тухма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кама калатӑп, — следователь хӑйне ырӑ ҫын пек кӑтартма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аптранӑ енне хута сӗтел ҫине кӑларса хучӗ, якатма хӑтланчӗ, виҫӗ хут вуласан кукша пуҫне хыҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кӑкӑрне хыпашласа пӑхрӗ, самаях имшерленнӗ иккен вӑл, чӗчӗ пуҫне тытрӗ, туртса сума хӑтланчӗ, анчах сӗт вырӑнне юн сӑрхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан тепӗр ҫӑмарта илсе ҫаплах хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Чарӑн, хӗвне мӗн чикрӗн? — унӑн пилӗкне хыпалама хӑтланчӗ, анчах мелсӗррӗн кӑкӑрне сӗртӗнчӗ, кӗтмен ҫӗртен чӗтренсе илчӗ, токпа ҫапнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн пулчӗ сире, кӑвакарчӑнӑм? — ӗҫкӗҫ хӗрарӑма ҫӗклеме хӑтланчӗ, анчах, кӗленчине ӳкерсе ҫӗмӗресрен хӑраса, тивмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пӗлместӗп эп, — суйма хӑтланчӗ ҫар комиссарӗ, анчах та часах парӑнчӗ, мӗскӗн пуҫлӑха шеллерӗ пулас, ара, хӑйшӗн мар вӗт, колхозшӑн тӑрӑшать этем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Адресне пӗлетӗн-и? — ҫап-ҫамрӑк, ҫирӗм ҫултан ытла мар, чекист ахалех сассине командир пек хулӑнлатма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Нимӗн ҫинчен калаҫмалли те ҫук пирӗн, — Ваҫиле пӑрӑнса иртме хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен пӗтӗм вӑйне пухса тӑма хӑтланчӗ — тӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

— Эп кунта-а! — кӑшкӑрма хӑтланчӗ Кирле.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле кукша пуҫне сӑтӑркалама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун хыҫҫӑн галстукне тӳрлетме хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн пуҫне, икӗ алпа икӗ питрен тытса, ҫӗклеме хӑтланчӗ, анчах хӗр, тата вӑйлӑрах тӗршӗнсе, пуҫне каччӑн кӑкӑрӗнчен уйӑрмарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Славик лӗпӗше алла тытрӗ, унӑн ытарлӑ тӗррине ӑнланма хӑтланчӗ, вӑрӑм хура сухалне тӗртсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех