Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланатчӗ (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй пӗлекен япаласене вӑл савӑнсах кӑтартатчӗ, анчах хӑй пӗлмен япалана, «пӗлместӗп» тесе каласран хӑтӑлма темӗн те пӗр хӑтланатчӗ.

Знакомые вещи он называл тотчас, охотно и с гордостью, но чего только не изобретал, чтобы увернуться от ответа, если не знал его!

Ывӑл // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ачасен садне ҫитиччен урамра мӗн хӑтланатчӗ тата!

А путь в детский сад?

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Нумай пулмасть вӑл кружоксенче «культура сарса хӑтланатчӗ».

Недавно он в кружках «культуру насаждал».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Усал та чеескер, вӑл яланах вӗтӗ юн тымарӗсемпе каркаланнӑ куҫ шуррисене кӗҫ-вӗҫ сиксе тухас пек тавӑрса, чалӑшшӑн шӑмарӑлса пӑхатчӗ, хӑй патне пӗр те пӗр хыҫалтан пырас пулсан, тапма хӑтланатчӗ, ӗҫ хыҫҫӑн каҫхине выльӑхсемпе пӗрле курӑк ҫине ярсан, кашнинчех киле тарма пикенетчӗ е — унтан та япӑх — вӑрмана е аякри тип ҫырмасене кайса ҫухалатчӗ.

Злобный и лукавый, он всегда смотрел искоса, выворачивая иссеченный кровяными прожилками белок, старался лягнуть, когда подходили к нему сзади, и всегда в рабочую пору по ночам, когда пускали скот на попас, норовил уйти домой или — что было еще хуже скрывался в лесу либо в дальних логах.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Старикки вӑл вӑйлӑччӗ, кинӗ ҫумне хӑй ҫулӑхкалама хӑтланатчӗ, ну, тарӑхнипе вара манӑн пӗр кайри шӑла ҫапса катса кӑларчӗ.

Старик он был при силе, к снохе сам прилабунивался, ну и со зла, значит, выбил мне кутний зуб.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Михей Андреич Тарантьев, хӑй патӗнчен иртсе каймассерен, хыҫалтан тапма хӑтланатчӗ: пурӑнма май ҫукчӗ!

Михей Андреич Тарантьев все норовил, как пойдешь мимо, сзади ногой ударить: житья не стало!

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех