Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑраҫҫӗ (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын учитель вӑрҫӑра офицер пулнӑ, тет, ҫавӑнпа хӑш-пӗрисем унран хӑраҫҫӗ пек туйӑнать мана, теприсем — Шурик ашшӗ, сӑмахран, ӑна юратмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мана ҫухатасран хӑраҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Пит васкасах каймаҫҫӗ ҫав пирӗн субботниксене, ахаль ӗҫлесрен хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тен, вӗсем хӑйсем ҫинчи илеме пӑсма, ҫӗмӗрме хӑраҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Йышӑнусем тума, ҫӗнӗ ӗҫсем пуҫарма хӑраҫҫӗ.

Будете бояться принимать решения и начинать новые дела.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑраҫҫӗ ҫынсем манран.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Юманӑн йывӑҫҫи ҫирӗп пулсан та, унӑн кӑтра илемлӗ ҫулҫисем, ытти йывӑҫсенчен каярах сарӑлнипе, питӗ ҫемҫе, ҫамрӑк, таврари ҫитменлӗхрен хытӑ хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Нумай катса ан пӗтерччӗр тесе, шӑршлӑ имҫам ҫинче ытларах тытрӑм, апла тусан шӑшисем те хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ыттисем хӑраҫҫӗ, ку хӑй йытӑ патне пырать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кантур таврашӗнчен вӗсем уретник-стражниксенчен хӑранӑ пекех хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илеҫҫӗ, нимӗн те шарламаҫҫӗ, хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Киле кӗртес ҫынӗ йӗркесӗр пуласран, хӑйсене сумран кӑларасран хӑраҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку Сабире пушшех паттӑрлатса ячӗ пулас, хӑраҫҫӗ тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӗлерттермеҫҫӗ, хӑраҫҫӗ халь вӗсем пире тарӑхтарма, мӗншӗн тесен вырӑссен унта ҫар сахал, — килӗшесшӗн пулмарӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял ҫыннисем ҫӗре час-часах валеҫме те хӑраҫҫӗ — валеҫмессерен ана-ҫаран ҫинче «ҫӗр вӑрҫи» тухать.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗншӗн тесен хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫерҫисем вӗсенчен те питӗ хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

— Ак камран хӑраҫҫӗ иккен ку ҫерҫисем.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ҫавна шута илсе полиципе шалти ҫарсем халӑх ушкӑнӗсене пӗчӗккӗрех чухне ҫапса-хӗнесе е хӑваласа салатма васкаҫҫӗ, темиҫе ял халӑхӗ пӗрлешесрен хӑраҫҫӗ.

И полиция старается разгонять даже маленькие группки, не давая людям объединяться с соседними деревнями.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Вӗсем хӑраҫҫӗ тет-и тимӗртен?

— Они что же, боятся железа?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех