Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарасси (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыпашласа, шуса, ҫулне тупкаласа ҫӳле хӑпарасси пирки шутламалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Обломовӑн пӳрт йӗри-тавра ҫаврӑнакан галерея ҫине чупса хӑпарасси, ун ҫинчен ҫырмана пӑхасси килет; анчах галерея ҫӗрӗшнӗ, аран-аран кӑна тытӑнса тӑрать, ҫавӑнпа та ун ҫине господасем хӑпармаҫҫӗ, «ҫынсене» ҫеҫ хӑпарма юрать.

Ему страсть хочется взбежать на огибавшую весь дом висячую галерею, чтоб посмотреть оттуда на речку; но галерея ветха, чуть-чуть держится, и по ней дозволяется ходить только «людям», а господа не ходят.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чӑннипе каласан, йывӑҫ ҫине хӑпарасси те кирлӗ пулман, мӗншӗн тесен аялтан та лайӑх курӑнать.

По правде сказать, на шелковицу можно было и не лазить, так как снизу тоже все было прекрасно видно.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑйӑсем ирттереҫҫӗ: лашасемпе ӑмӑртса чупни, кӗрешӳ, шалча тӑрӑх хӑпарасси тата ыттисем те.

Куҫарса пулӑш

Уяв // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

22. Йӑваш упӑшкана чӑркӑш арӑмпа пурӑнасси — ватӑ ҫыншӑн хӑйӑр ҫийӗн хӑпарасси пекех.

22. Что восхождение по песку для ног старика, то сварливая жена для тихого мужа.

Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех