Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпаракан (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк Тутар Яшми хирӗ пуҫланакан сӑрт ҫамкинчен тем ҫӳллӗш ҫавраҫил пӗтӗрӗнсе тухрӗ, уй урлӑ каҫса, тӑвалла тӑсӑлса хӑпаракан вӑрӑм урама ҫавӑрттарса кӗчӗ, ҫул ҫинчи ҫӳп-ҫапа, кантрасем ҫине типме ҫакнӑ кӗпе-йӗме, улӑм витнӗ пӳрт тӑррисене хӑй ытамне тытса илсе, таҫта хӑямата ҫити вӗҫтерсе кайрӗ, пӗр хушӑ ӗшеннӗ пек пулса, вӗсене хӑйӗн ытамӗнчен тирпейсӗррӗн сапаласа пӑрахса хӑварчӗ те, каллех вӑя кӗрсе, хӑй ҫулӗ ҫинчи ҫӗнӗ япаласене тулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫӳлтен ҫӳле хӑпаракан хӗвел урисем ӑшшине парӑнса, кунсеренех шӑтӑклана-шӑтӑклана шупкалса пырать.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Княҫсем пекех, мӑрсасем те юри тепӗр май ҫаврӑнса тӑчӗҫ, ӗмӗр курман евӗр, куҫӗсемпе кремль ҫурчӗсем ҫине, Сююнбике ячӗпе туса лартнӑ шӗвӗр юпа пек хӑпаракан ҫурт-башня ҫине тинкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫывӑха пырса пӑхрӗ — халь ку шӑтӑк чылай пысӑкланнӑ иккен, хӗр ачан шап-шурӑ алли те, ҫинҫе хул пуҫҫийӗсем те, хӑвӑрттӑн анса хӑпаракан пӗчӗкҫӗ кӑкӑрӗ те лайӑхах курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа ӑвӑс ҫулҫи ҫилпе кӑна мар, ҫӗртен хӑпаракан пӑс, ӑшӑ е сивӗ хумсемпе те вылять.

Куҫарса пулӑш

Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.

Чашлаттарса ҫумӑр ҫунӑ чух Мишавай сӑртне хӑпаракан ансӑр ҫул ҫинче машинӑсем тапранмасӑр лараҫҫӗ, пӗри те вӗсем тырӑ ани ҫине кӗрсе иртме хӑяймаҫҫӗ; кӗлтесене те урапа айне хума май ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Унта тин ҫеҫ хӑпаракан ирхи хӗвел ӳкнӗ, ӑшӑ, аван.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӗлӗм мӑкӑрлантарса пыракан Янтул урамра анатран хӑпаракан Михапарпа унӑн икӗ хӗрне тӗл пулчӗ.

Задумчиво пынькая трубкой, Яндул чуть было не прошел мимо Михабара и двух его дочерей.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тулли лавпа тӑвалла хӑпаракан лаши ывӑнсан ӑна тӑварса лавне хӑй туртса хӑпартнӑ.

И не гнушался выручить обессилевшую вконец от тяжелой поклажи лошадь: выпряжет ее из оглобель и сам ташит воз в гору.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑнах та, халлӗхе ҫырма тӗпӗпе хӑпаракан купа улӑп тӑприне аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урам тӑкӑрлӑкне ҫитсен, ӑна икӗ тулли витрепе шыв ӑсса хӑпаракан Тарье тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӳрече патӗнче тӑракан Ятман, тарланӑ кантӑка шӑлса, Сехре Иванӗн пахчи урлӑ ҫырма леш еннелле, Тутаркас ялӗн сӑрталла тӳп-тӳрӗ хӑпаракан урамӗ ҫинелле тинкерет.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑл тӑрӑх хӑпаракан аслӑ ҫул ҫине вӗсем Сӗве ҫуммипе ҫаврӑнса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аҫтӑрхантан хӑпаракан пӑрахут ирхине пулассине пӗлсе, Зинӑпа Иван Петухов Атӑл хӗррине лав тупса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Салам, — терӗ ҫав вӑхӑтра кухньӑран хӑпаракан Фронтина Ивановна, — Зина пӳлӗмне кӗмелле ӗнтӗ сирӗн, шухӑшласа тӑмалли ҫук.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Профессор патӗнчен тухсан, вӑл икшер картлашка сиктерсе чупса анчӗ, кӑшт кӑна ҫапӑнмарӗ аялтан хӑпаракан хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӳлте траппа хӑпаракан Тоббогана тата Проктора куратӑп.

Наверху я встретил поднимающихся по трапу Тоббогана и Проктора.

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫак вӑхӑтра кантӑк леш енчи ҫутӑлакан сӗмлӗхрен такамӑн шӑтарасла вӗри куҫӗ арҫын ачана ӗнсинчен тӑрӑнчӗ; вӑл ҫаврӑнчӗ те айлӑм хӗрринче ҫулӑмланса хӑпаракан хӗрлӗ пӗкке курчӗ.

Между тем в просветлевшей тьме за окном чей-то пристальный, горячий взгляд уперся в затылок мальчика, он обернулся и увидел красный сегмент, пылающий за равниной.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Шамполион сывлӑша касакан ҫӗҫӗ ҫӑмӑллӑхӗпе куҫать, диагональ вӗҫӗсенче пӑрлатса вӗҫсе хӑпаракан кайӑк куҫӑмӗ евӗр ӑнтӑлуллӑн ҫаврӑнать.

Он двигался с легкостью ножа, рассекающего воздух, стремительно поворачиваясь на концах диагонали, подобно движению вспархивающей птицы.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Ҫуркунне Енисей ҫинче пӑр тапранасса аран-аран кӗтсе илчӗ вӑл, вара Красноярска хӑпаракан пӗрремӗш пӑрахутпах ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех