Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑмӑчӗсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑтаран ҫакӑнса тӑракан чи лайӑх хӑмӑчӗсене йӑтса тухрӗ те улӑм айне пытарчӗ, мучин пӑшалӗпе чӗлӗмне хӑйпе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тутлӑ курӑк шӑршине туйса, тарланӑ лашасем хӑмӑчӗсене хывичченех пуҫӗсене ҫӗрелле тӑсма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ, ҫул айккипе, хӑмӑчӗсене карӑнтарса, икӗ лапсӑркка лаша чупаҫҫӗ, пичеве кӳлнин вӗренӗсене кутлӑхран явакласа илнӗ; хыҫалта, шалпар атӑллӑ вӑрӑм урисене пӗкӗ силленнӗ май кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле шӑнкӑртатакан шӑнкӑравлӑ лашан ик еннелле усса, ҫамрӑк каччӑ-ямшӑк ларса пырать, вӑл путек сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хӑрах хӑлхи ҫине пусарах лартнӑ та тӳлеккӗн темле вӑрӑм юрра тӑсать.

Вот стороной дороги бегут две потные косматые лошади в хомутах с захлестнутыми за шлеи постромками, и сзади, свесив длинные ноги в больших сапогах по обеим сторонам лошади, у которой на холке висит дуга и изредка чуть слышно побрякивает колокольчиком, едет молодой парень, ямщик, и, сбив на одно ухо поярковую шляпу, тянет какую-то протяжную песню.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӗвел аннӑ чух Давыдов сухалама ӳкнӗ пусӑ вӗҫӗнче вӑкӑрӗсене тӑварчӗ те хӑмӑчӗсене хыврӗ.

На закате солнца Давыдов выпряг в конце гона быков и разналыгал их.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех