Шырав
Шырав ĕçĕ:
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак вырӑна хӗн-хур ярӑп та, ун ҫинчен илтекенӗн хӑлхи янӑраса кайӗ, 4. Мана пӑрахнӑшӑн, ҫак вырӑна ирсӗрлетнӗшӗн, унта хӑйсем те, вӗсенӗн ашшӗсем те, Иудея патшисем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрнӗшӗн, ҫак вырӑна айӑпсӑррисен юнӗ ӑшне путарнӑшӑн 5. тата хӑйсен ывӑлӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ваала парне кӳмешкӗн Ваал тӳпемӗсем тунӑшӑн, — ҫакӑн пек тума Эпӗ хушман та, каламан та, ку Манӑн шухӑшӑмра та пулман, — 6. шӑпах ҫавӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗр малашне Тофет ятлӑ мар, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ ятлӑ мар, Вилӗм айлӑмӗ ятлӑ пулас кунсем ҫитеҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӑлас тесессӗн, Ҫӳлхуҫа алли кӗскелмен, илтес тесессӗн, Унӑн хӑлхи хупланман.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Куҫӗ пулсан та суккӑр халӑха, хӑлхи пулсан та илтмен халӑха илсе тух.8. Выведи народ слепой, хотя у него есть глаза, и глухой, хотя у него есть уши».
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ, ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑл сывлӑшӗ, ӑнланупа хӑватлӑх сывлӑшӗ, пӗлӳпе тасалӑх сывлӑшӗ тӑрӗ; 3. Ҫӳлхуҫана хисеплесси Унӑн савӑнӑҫӗ пулӗ, Вӑл куҫӗ мӗн курнипе сут тумӗ, хӑлхи мӗн илтнипе татса памӗ ӗҫе.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсен куҫӗ мухтавлӑх аслӑлӑхне курнӑ, вӗсен хӑлхи Ун сассийӗн хӑватне илтнӗ.11. Величие славы видели глаза их, и славу голоса Его слышало ухо их.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Санӑн халӑхна пусмӑрлакан тӑшмансем — пуринчен те ӑссӑртарах, тӑнсӑр, вӗсем кӑкӑр ачи чунӗнчен те хавшакрах: 15. вӗсем суя тӗн йӗрӗхӗсене пурне те турӑ тесе пуҫҫапнӑ, лешӗсен вара курма куҫӗ те ҫук, сывлама — сӑмса шӑтӑкӗ те, илтме — хӑлхи те, хыпашлама пӳрнисем те ҫук, урисем те утма юрӑхсӑр.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри пӗлӳ пухать, тӑнлӑ ҫыннӑн хӑлхи те пӗлӳ шырать.15. Сердце разумного приобретает знание, и ухо мудрых ищет знания.
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Суя тӗнлисен йӗрӗхӗсем — ылтӑнпа кӗмӗл, этем алли тунӑ япала: 16. ҫӑварӗ те пур — калаҫмаҫҫӗ; куҫӗ те пур — курмаҫҫӗ; 17. хӑлхи те пур — илтмеҫҫӗ, ӑшӗнче сывлан сывлӑшӗ те ҫук.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсен ҫӑварӗ те пур — калаҫмаҫҫӗ; куҫӗ те пур — курмаҫҫӗ; 14. хӑлхи те пур — илтмеҫҫӗ; сӑмси те пур — шӑрша туймаҫҫӗ; 15. алли те пур — хыпашлаймаҫҫӗ; ури те пур — утаймаҫҫӗ; пырӗнчен сасӑ та кӑлараймаҫҫӗ.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем йӑлӑннӑ енче.16. Очи Господни обращены на праведников, и уши Его - к воплю их.
Пс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ ҫапла каланӑ: 11. Манассия, Иудея патши, аморрейсенчен те ытларах ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн, йӗрӗхсене пуҫҫапса Иудӑна ҫылӑха кӗртнӗшӗн 12. Эпӗ Иерусалимпа Иуда ҫине халиччен пулман хӗн-асап яратӑп, Эпӗ яракан хӗн-асап ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те ян янӑраса кайӗ; 13. Иерусалима та Самарие виҫсе тухнӑ вӗренпех, Ахав килне виҫнӗ пекех виҫсе тухӑп, Иерусалима чашӑка шӑлса тасатнӑ пек шӑлса тасатӑп, — чашӑка шӑлса тасатаҫҫӗ те ӳпӗнтерсе хураҫҫӗ; 14. вара чӗрӗ юлнисене, Хам еткерӗмӗн йӑлкӑмне, пӑрахӑп, вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен аллине парӑп, ӗнтӗ тӑшманӗсем вӗсене ҫаратса-тустарса тухӗҫ, 15. хӑйсен ашшӗсем Египетран тухнӑранпа паянхи кунчченех вӗсем Манӑн умӑмра юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑшӑн, Мана ҫиллентерсе пурӑннӑшӑн ҫапла тӑвӑп, тенӗ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: акӑ Эпӗ Израильре пӗр ӗҫ тӑвӑп та, ҫавӑн ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те янӑраса кайӗ; 12. ҫав кун Эпӗ Илий килӗ ҫинчен мӗн каланине йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗп; Эпӗ пуҫлӑп та вӗҫлӗп; 13. Эпӗ ӑна пӗлтертӗм: вӑл хӑйӗн ывӑлӗсем чыссӑр ӗҫсем тунине пӗлнӗ, анчах вӗсене ҫӑварлӑхламан, ҫав айӑпшӑн Эпӗ вӗсенӗн килне ӗмӗрлӗхе хаса паратӑп, терӗм; 14. ҫавӑнпа тупа туса калатӑп: Илий килӗн айӑпне нимӗнле парне те, тырӑ-пулӑ парни те ӗмӗрне те ҫырлахтарас ҫук.
1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа кашни ӗне хӑлхи ҫине хисеп ҫирӗплетнӗ.
Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №