Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсене (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вуникӗ крючникрен пӗри те хӑйсене ӑҫта илсе кайнине ыйтса тӑмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах умра хӑйсене те хӑрушӑлӑх кӗтни юлташӗн ӑраскалӗшӗн хускалнӑ хуйхине часах сирсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Часах хӑйсене кӗтекен крючниксем патне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тен, ыран мартӑк тепӗр кун вӗсене хӑйсене те Ахмет шӑпиех кӗтет…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрсем халӗ хӑйсене пӑрса кӑларнӑ лимон пек туяҫҫӗ - вӗсем ывӑннӑ.

Сейчас Девы чувствуют себя выжатыми и уставшими.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унти шухӑшсем, сӑнарсем, чӗлхе хӑйсене хӑйсемех мухтаҫҫӗ е хӳтӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Вӗсене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн икӗ тус хӑйсене кӑна кӑсӑклантаракан калаҫӑва пуҫларӗҫ те тӗнче ҫинчен пач манчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Эх, пухӑнса лараҫҫӗ вара ҫак штабра шӗвӗрккесем, хӑйсене мӑн ҫын пек тытса тем сӳтсе яваҫҫӗ, тем канашлаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ял ӗҫченӗ туса илнӗ апатҫимӗҫе фронта ӑсатнӑ, хӑш чух хӑйсене валли те хӑварман.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Йӗкӗтсем вара, ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, хӑйсене килӗшекен хӗрсене киле ӑсатма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Тӗрӗ тӗрлес енӗпе ӑсталӑха хӑйсене вӗрентме ыйтни вара чуна ҫунатлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Ун пеккисем хӑйсене хӳтӗлесе тӗрлӗ закона хирӗҫлеме хатӗр, ачасен ашшӗ-амӑшне айӑплаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хурав хӑйсене кирлӗ пек пулнипе юлташӗ Татьянӑна директор патне илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Аслӑраххисем, хӑйсене танлӑрах тытнинчен сисӗнет, кӗҫӗнреххисене институтра, академире мӗнлерех пулмаллине ӑнлантараҫҫӗ, хӑйсемпе пулса иртнӗ пӑтӑрмахсене те кулӑшла пулӑмсене каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗвел системинчи планетӑсен «тытӑмӗ-пурнӑҫӗ» те хӑйсене ӑшӑтса-ҫутатса тӑраканпа — хӗвелпе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫыру-ыйту ҫыртаракансем хӑйсене пулӑшнӑшӑн килтен килсе панӑ кучченеҫпе Пантее хӑналаҫҫӗ, хӑйсене тивӗҫекен 50 грамм ҫӑкӑр татӑкне параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӗсем ӑна ҫӳлерехри саккунҫӑсем патне хӑйсене тӗрӗс мар айӑплани ҫинчен пӗлтерме, ирӗке кӑларма ыйтса ҫырма йӑлӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӗсем хӑйсене хушса ӗҫлеттернине тата вӗсем ҫине ытларах «тиенине» кӑмӑлласа каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ытла ирӗк тытатчӗҫ вӗсем хӑйсене.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫӳхе кӗпеллӗ, виҫ кӗтеслӗ тутӑр ҫыхнӑ хӗрсем хӑйсене шывпа пӗрӗхтеркелесе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех