Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑех сăмах пирĕн базăра пур.
хӑех (тĕпĕ: хӑех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Володя Ольӑна куҫ илмесӗр сӑнарӗ, вӑл хӗре темле питӗ кирлӗ те лайӑх сӑмах каласшӑн пулнине, анчах калама пӗлменнине Оля хӑех ӑнланса илессе шанса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑхӑт ҫитсен, хӑех асилтерет.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку никам та мар — Ухватов хӑех пулчӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку сӑмаха мучи хӑех шухӑшласа кӑларнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑна шофер мар — пӑру пӑхакан Тунькка хӑех такамран та лайӑх тытса пырать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тунькка хӑех.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ара, килти вак-тӗвек ӗҫсене арӑмӗ тӑвасса хальчченхи пек кӗтсе лармасть, хӑех туса хурать.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗписене те хӑех ҫума пуҫларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнпа халь урайне хӑех сӗрме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мустай, хӑех тултарса, умлӑн-хыҫлӑн икӗ стакан ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Валя хӑех ухмаха тӑрса юлӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Ҫавӑн чухне ман пата Васса хӑех пычӗ-ҫке, — шухӑшларӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кассир хӑех тилхепе тытма пултарать.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тен, Павӑлӗ хӑех каласа кӑтарман-ши ӑна?

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ахаль математика хӑех сире систерет: опалсем тупасси — питӗ теветкеллӗ ӗҫ.

Так что простая математика тут говорит, что добыча опалов – дело очень рисковое.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Мӑшӑрӗ, Алина, хӑех водитель, вӑл бункертан пушатнӑ ҫӗнӗ тухӑҫа автомашинӑпа ятарлӑ вырӑна турттарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫченӗсене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d1%83%d0% ... 80%d0%bda/

Те ман сӑмаха итлесе, те пурнӑҫ хӑех хушнипе, Хусанкай ҫавах та статьясем ҫыра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пиҫнӗ ҫӗрулмине машина хӑех тӗртсе кӑларать те ак ҫакӑнта ӑсатать.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Хранилишӗрен ҫӗрулми ак ҫак ҫул тӑрӑх хӑех ҫӳлелле шуса хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Хӑйӗн ӗҫне чунпа тӑвакан ҫӗвӗҫе тупасси хӑех пӗр пысӑк ӗҫ.

Важно даже то, что она нашла себя в качестве портного, вкладывающей всю свою душу в данное занятие.

«Хитре» бренд куравӗ уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35772.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех