Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑех сăмах пирĕн базăра пур.
хӑех (тĕпĕ: хӑех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫ енпе кайсан, Федя хӑех ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ӗҫӗ ӑнман чух е кулянмалли тупӑнсан, эсӗ унран хуть темле ыйт, ҫав самантра нимӗн те каламасть вӑл, кӑшт кансан, хӑех йӗркипе каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Апат-ҫимӗҫ тиенӗ машина иртет пулсан, кабинӑри шоферне персе вӗлермелле те, машина хӑех кювета чӑмать — вара апат-ҫимӗҫӗ пӗтӗмпех пирӗн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Аслӑ ҫулӗсене пӑхмасӑр выльӑхсене хӑех пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Выртатӑп, выртатӑп та хӑех иртет.

Куҫарса пулӑш

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Вара хӑех тухса утӗ.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

— Эсӗ мӗншӗн мана илме пымарӑн? — тет хӗрача, — Мария Васильевна кӗтрӗ-кӗтрӗ те хӑех ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Пурне те хӑех йӗркелесе тӑчӗ, никама та шанса памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Ҫапла кӑшкӑрсан пӗве леш енчен, вӑрмантан, ӗнемӗр сас паратчӗ те тата кӑшкӑрсан хӑех килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Питӗрмеллине чӗрнепе кӑшт хӑпӑтас пулать иккен, вара туртми хӑех уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Вилессе вӑл хӑех вилчӗ-ха, эпӗ ӑна пӳрнепе те тӗкӗнмен.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Вӗсем тӑрӑх юрӑсем те хӑех хывать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫутҫанталӑк панӑ сыхлӑх туйӑмӗ чат сыхах иккен-ха: унӑн пушӑ сылтӑм алли хӑех валт! аяккалла ывӑтӑнса темле ҫамрӑк йывӑҫ вулине яп! ярса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук-ха, хӑех хӑйпе Полина хушшине хӳнӗ хӳме те куҫ умне шукаласа тухать-ха (ҫыхӑнӑва ҫыру ҫырса пуҫарса ярсан хуравлӗ-ши «5» паллӑпа хакламалли хӗр «4» паллӑна ҫеҫ тивӗҫекен качча?), пурпӗрех, пульницӑра сиплев курсне вӗҫлесе йӑл илсен, Ула Тимӗр татӑклӑн хӑйне алла илчӗ те чун-чӗринчи ялан вӗҫеври «телей кайӑкӗ» патне ҫакӑн пек ҫыру шӑрҫаласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каллех Ула Тимӗр куҫӗ умне хӑйпе Полина хушшине хӑех хӳтернӗ хӳме шуса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла Ула Тимӗр, «тунана та ларма ӗлкӗреймен ешӗл калчаллах» тӗпсӗр тарӑн шухӑшлав, йывӑр хуйхӑ-суйхӑ «пуслӑхӗпе» пусӑрӑннӑскер, хӑех «хӑпартса хучӗ» хӑйпе Полина хушшине мӗскӗнлӗх, сумсӑрлӑх «хӳмине».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Кӳренме кирлӗ мар, пурнӑҫ хӑех ырӑ тӗлӗк вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Пӗрле пурӑннӑ чухнех упӑшки хӑйне улталанине сискелетчӗ Клава, анчах килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларас килменрен шӑв-шав ҫӗклемерӗ, упӑшки хӑех ӑнланасса шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Шӑнкӑрав сассине илтсе, ҫамрӑксене хирӗҫ вӑл хӑех тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Ку втулкӑсене мӗнле ытла хаклӑ тӳлеҫҫӗ вара, — хӑйпе хӑех калаҫса илчӗ Ревлен Петрович, — интереслӗ, пӑрӑхран кассан та, материалтан тусан та хакӗсем пӗрех, — тӗлӗнчӗ мастер.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех