Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Пирӗн вӑй — этем вӑйӗ мар, тӗрексене те аркатма пултаракан Турӑ хӑвачӗ: Турӑ хӑвачӗпе эпир суя шухӑшсене пӗтеретпӗр, 5. Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ пыракан кирек мӗнле мӑнаҫлӑха та ҫӗнтеретпӗр, кирек мӗнле ӑслӑ ҫынна та парӑнтарса Христоса итлекен тӑватпӑр; 6. эсир чӑннипе те итлекен пулса ҫитсессӗн вара эпир сире кирек мӗнле итлеменшӗн те тивӗҫлипе хаса пама хатӗр пулӑпӑр.
2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те, 5. хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр, 6. хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр, 7. чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр; 8. эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем; 9. эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр; 10. пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сирӗн хушшӑрта хӑшӗсем мӑнкӑмӑллансах кайнӑ, вӗсем эпӗ сирӗн пата пымастӑп тесе шутлаҫҫӗ; 19. Ҫӳлхуҫа пӳрсен эпӗ кӗҫех сирӗн пата ҫитӗп те мӑнкӑмӑлланса кайнисенӗн сӑмахӗ мӗнлине мар, вӗсенӗн хӑвачӗ мӗнлине кӑтартса парӑп: 20. Турӑ Патшалӑхӗ — сӑмахра мар, хӑватра.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудейсемшӗн Вӑл — такӑнтараканни, эллинсемшӗн — ӑссӑрлӑх; 24. чӗнсе илнисемшӗн вара иудейсемшӗн те, эллинсемшӗн те Вӑл — Турӑ хӑвачӗ, Турӑ ӑслӑлӑхӗ.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӗрес ҫинчен вӗрентни — пӗтекеннисемшӗн ҫеҫ ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн вара, ҫӑлӑнаканнисемшӗн, — Турӑ хӑвачӗ вӑл.18. Ибо слово о кресте для погибающих юродство есть, а для нас, спасаемых, - сила Божия.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме ячӗ; Христос хӗресӗн хӑвачӗ ан ҫухалтӑр тесе, манӑн ҫакна хайласа кӑларнӑ сӑмахсемпе каламалла мар.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме вӑтанмастӑп: ҫав Хыпар — Турӑ хӑвачӗ, ӗненекене вӑл кирек кама та — малтан иудее, унтан эллина та — ҫӑлать.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен пӗлтернӗ чухне эпир сире чеелӗхпе шутласа кӑларнӑ халапсем мар, хамӑр курнине каланӑ — Унӑн аслӑлӑхне эпир хамӑр курнӑ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пӗчӗккинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех пурте ӑна итленӗ: ку — Туррӑн питӗ пысӑк хӑвачӗ, тенӗ.10. Ему внимали все, от малого до большого, говоря: сей есть великая сила Божия.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗррехинче, Иисус вӗрентнӗ чухне, унта Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчен тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентекенсем ларнӑ; чирлисене Вӑл Хӑйӗнпе пӗрле Турӑ хӑвачӗ пулнипе сыватнӑ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Сан ҫине Таса Сывлӑш анӗ, Сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫураласси те Таса, Ӑна Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑварӑн хӑвачӗ пӗтсессӗн, ӑна мӗнле тӑварлӑ тӑвайӑн?
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ хӑвачӗ ҫинчен вӑл нимӗн чухлӗ те шухӑшламан, вуншар пинлӗ ҫуран ҫара, пин-пин утлӑ ҫара, сакӑрвунӑ сӑлана шаннӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Патша Илиодортан: тепӗр хут Иерусалима яма юрӑхли кам пулма пултарӗ тесе ыйтсассӑн, вӑл ҫапла хуравланӑ: 38. санӑн мӗнле те пулин тӑшман е санӑн патшалӑхна хирӗҫ тӑраканӗ пур пулсассӑн, ӑна ҫавӑнта яр; эхер те чӗрӗ юлайсассӑн, вӑл унтан асап курса таврӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав вырӑнта чӑнах та Турӑ хӑвачӗ тӑрать: 39. Хӑй тӳпере пулин те, Вӑл — ҫав вырӑнӑн хуралҫи, ӑна хӳтӗлекенӗ, Вӑл усал шухӑшпа пыракансене вӗлере-вӗлере пӑрахать, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ сан ҫинчен, санра Турӑ хӑвачӗ, ҫутӑ ӑс, витӗркуран хастарлӑхӗ тата тем тӗрлӗ ӑслӑлӑх пурри ҫинчен илтрӗм.14. Я слышал о тебе, что дух Божий в тебе и свет, и разум, и высокая мудрость найдена в тебе.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн патшалӑхунта пӗр ар пурӑнать, унра таса Туррӑн хӑвачӗ пур; патшара аҫу ларнӑ чухнех ҫав ҫынра ҫутӑ ӑс, витӗркуран хастарлӑхӗ тата турӑсен ӑслӑлӑхӗ евӗрлӗ ӑслӑлӑх пуррине асӑрханӑ; вара хӑвӑн аҫу Навуходоносор патша ӑна пӗлӗмҫӗсен, асамҫӑсен, халдейсен ӑрӑмҫисен тата вӗрӳҫӗсен пуҫлӑхне лартнӑ — санӑн аҫу, патша хӑй, ҫапла тунӑ, 12. мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынра — Даниилра, патша Валтасар тесе ят хунӑскерӗнче — хӑватлӑ сывлӑш пулнӑ, тӗлӗк пӗлтерӗшне ӑнлантармашкӑн, вӑрттӑнлӑх тупсӑмне уҫса памашкӑн, кӑткӑслӑха татса памашкӑн унра пӗлӳпе витӗркуран хастарлӑхӗ пулнӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ, Навуходоносор патша, ҫавнашкал тӗлӗк куртӑм; эсӗ, Валтасар, унӑн пӗлтерӗшне кала, ӗнтӗ патшалӑхӑмра пӗр ӑслӑ ҫын та унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантараймарӗ; эсӗ вара — пултаратӑн, санра — таса Туррӑн хӑвачӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна ҫапла каларӑм: 6. Валтасар, ӑсчахсен пуҫлӑхӗ! санра таса Туррӑн хӑвачӗ пуррине пӗлетӗп, эсӗ кирек мӗнле вӑрттӑнлӑха та ҫӑмӑллӑнах уҫса паратӑн; эпӗ курнӑ тӗлӗке, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса пар мана.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Юлашкинчен ман патӑма Даниил кӗчӗ, — ӑна манӑн туррӑм ячӗпе Валтасар тесе ят хунӑччӗ, — унра таса Туррӑн хӑвачӗ пур; эпӗ ӑна тӗлӗкӗме каласа патӑм.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Египет тӗрекӗсем ӳкӗҫ те, унӑн мӑнаҫлӑхӗпе хӑвачӗ те сӳнӗ; унта Мигдолран Сиенӑна ҫитиччен хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ, терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.