Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварчӗ (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумаях та пуҫне ватса тӑмарӗ ҫакскер — ҫӑкӑр таткине пӗчӗк сӑмсипе ҫӑтӑххӑн кап! хыпса илчӗ те, пӑрлатса ҫӗкленсе, хӳрине ҫеҫ кӑтартса хӑварчӗ

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Куҫ хупса илме ӗлкӗртӗм-ши, ҫук-ши, пӗлместӗп, — юлташӑм ҫыран хӗррине те вирлӗн тапса хӑварчӗ, вара, сывлӑшра чу-у-у! вӗҫсе илсе, аялалла траектори туса, чуланса анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Анчах… кӗленче тутине юриех ҫара хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Халӗ хӑй те, Анук, ҫур ӗмӗрне хыҫа хӑварчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ыйтнине тивӗҫтерсе, шофер мана Атӑл ҫывӑхнерехри автобуссем чарӑнакан вырӑна антарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ватӑ ҫын вара вӗсене хӑйӗн кетменне хӑварчӗ те килне кайрӗ.

Старик оставил им свой кетмень и ушел домой.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Светофор хӗрлӗ тӗслӗн ҫунсан та, Пурис хӑйӗн «хурҫӑ лашине» «ӗрӗхнипех» хӑварчӗ — ҫынсенчен маларах ӳксе иртсе сатурланас тесе малалла ҫӗмрен пек виркӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр сиссе те юлаймарӗ — темле асамлӑ вӑй ӑна сулахаялла вашт сулӑнтарчӗ те ячӗ, вара вӑл, ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкне майлаштарса вырттарса, хӑрӑннӑ курӑкпа хупланнӑ ҫулпа васкасах малалла танкӑшрӗ, кӗтлӗхрен те, ҫамрӑк хурӑнлӑха куҫакан сылтӑмри вӗтлӗхрен (кашни йывӑҫ хӑйӗн ушкӑнӗшӗн ҫеҫ кашласшӑн, теҫҫӗ) те иртрӗ, тин ҫеҫ лартнӑ тата шалкӑм хырлӑха та, пач йывӑҫ-курӑксӑр, хуралса-кӗлленсе выртакан уҫӑ вырӑна та (кунта иртнӗ шӑрӑх кунсенче ама вут алхаснӑ пулас) хыҫала хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шофер ӑна лайӑхах асӑрхарӗ, анчах машинине чармарӗ, тут-ту туса, пылчӑклӑ хӑйӑр ҫеҫ сирпӗтсе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ах, Турра ҫиллентермелле йӗпленкелетчӗ-ҫке ҫак чӗкеҫ чӗлхиллӗ ки-иин», «ҫав мунчашӑнах Турри ӑна хӳтӗлемесӗр хӑварчӗ пулӗ ҫа-ав», «антихристсене майлӑ ытла та хастарланса шӑлнине пулах ҫаврӑнса тухмарӗ-ши ҫак шӑпа?» та текелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак тата: умри пӗчӗк лапамра лапчӑннӑ хӗрлӗ хӑва тӗмми хыҫӗнчен самаях ӳтленнӗ вӑрман мулкачи — сӑрӑ чалӑш куҫ-карсак (хырӑмӗ тата ури лапписем шурӑрах, ҫурӑмӗ тӗксӗм хура) пӗррех сиксе тухрӗ те, вӑрман ӑшнелле кукӑр-макӑр ҫул хывса, хӑйӗн пукрас хӳрине ҫеҫ кӑтартса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лариса Сима ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ те, лешӗ пӗр вырӑнта хытса тӑнине кура, Тамарӑна питӗ аван мар сӑмахсем каласа хучӗ, вара пӳлӗм алӑкне ҫилӗллӗн шатлаттарса хупса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Акӑ сире валли ҫыру парса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Контролер мастера Гаврилов Андрей деталӗсене тыттарса хӑварчӗ те айккинелле пӑрӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Сан пата темӗнле хӗрача килсе кайрӗ паян, ҫыру хӑварчӗ, — пӳрте кӗрсенех конверт тыттарчӗ Ревлене амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевич тек калаҫса тӑмарӗ, цех начальникӗ ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те алӑка ҫилӗллӗн хупса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе пӗрре Марукпа Кирук ҫине, тепре уҫӑ чӳрече еннелле пӑхса илчӗ те картишнелле таплаттарса кӗрсе кайрӗ, хӑй хыҫҫӑн хапхана шан! хупса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Тамара витрисене кӗтесе лартса хӑварчӗ те юлташӗ патне васкаса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫула май кӳршӗре пурӑнакан Лисук кинемее чӗнсе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Александр Николаевич вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхне, «Восток» кооператив председательне Валерий Михеева, депутатсене ку лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑма, пӗрле вӗҫне ҫитерме хушса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех