Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварчӗ (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн пулса иртнине пӗр пытармасӑр ҫырма та намӑс: Таранов хӑйӗн айванлӑхне пула ҫамрӑк чух Инессӑна Петр Васильевич аллине вӑрӑнтарса хӑварчӗ, халь — Ярабаев аллине.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мана кил пӑхма хушса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов чечек ҫыххине ҫӗре пӑрахма шеллерӗ, алӑк хушшине хӗстерсе хӑварчӗ — кӗрен-туханӑнне тӳрех куҫне курӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Прошли года, но ты — все та же: Строга, прекрасна и ясна: Лишь волосы немного глаже, И в них сверкает седина, — шурӑ хут листи ҫине ҫырса пӗр сӑмахсӑр-мӗнсӗр, хӑюсӑррӑн Инессӑна тыттарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

2006—2007 ҫулсенче ҫуралнисен хушшинче 100 метрлӑ дистанцире Д.Амерханова тантӑшӗсене пурне те хыҫа хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d2%ab%d3%9 ... %97%d2%ab/

Ирхине мама ачасене кукамайпа кукаҫине пахчара пулӑшма хушса хӑварчӗ, унтах ирхи апата ҫиме каларӗ.

Утром мама попросила детей помочь бабушке и дедушке с огородом и позавтракать там же.

Кишӗр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/560

Кӑшт тӑрсан, эпӗ тата хамран хам тӗлӗнсе илтӗм: ик-виҫӗ минут хушши ҫеҫ тӑсӑлнӑ тӗлпулу — мана ҫавӑн пек хумхатса, шухӑша ярса хӑварчӗ!

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Халь Ефремов, хура куҫлӑ ҫырӑ йӗкӗт, — пӗчченех, ӑна взвод командирӗ кунта уйрӑм задани парса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Нина ӑна хулӗнчен тытса ӗлкӗрни ҫеҫ инкекрен ҫӑлса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

«Анчах тӑр шыв ҫинче, — каярахпа тин куртӑм, — мӗлке хӑварчӗ, Мӗлке хӑварчӗ — шевле хӑвачӗ!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хама чышкипе юнаса хӑварчӗ: ас ту, ҫӑвар уҫнӑ ан пултӑр, — терӗ…

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Унран ялавлӑх хӗрлӗ ҫитсӑ ыйтсан, пӳрте кӗнӗ чух, вӑл Маринӑна Караҫӑм аллине тыттарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Эп больницӑра выртнӑ чух урӑххине тупма ӗлкӗртӗн», — тесе арӑмне те кӑлӑхах макӑртса хӑварчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Столовӑй умӗнче сехете яхӑн тӑнӑ хыҫҫӑн пӗр кивӗ грузовик тупӑнчӗ те Ирҫекассине каяканскер, Герасим Федотовича вӑрман хыҫӗнчи уйра антарса хӑварчӗ

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вилнӗ чух мана ҫапла каласа хӑварчӗ:

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ачана Изамбаев урайне кивӗ фуфайка сарса вырттарчӗ, хӑйӗн плащӗпе витсе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗчӗк самолет Альбинӑпа Илюша тепӗр сехетрен хӑйсен таврашӗнчи аэродрома антарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин Калайкасси шкулӗнче чӑваш йӑли-йӗркине ачарнах тытса пымаллине асӑнса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Фестивалӗн тӗп тӳри, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри ертӳҫин ӗҫӗсене тӑваканӗ Анна Егорова уявӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине, чӑваш ачи ачаранах чӑваш пулса ӳсмеллине палӑртса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Хӑсни ӑна вилесрен ҫӑлса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех