Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫҫӑнах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫукӑн, интернатран пӗрре-иккӗ кӑна мар вӑрттӑн тухса кайса ашшӗ-амӑшне шыранӑ, кашни шырав хыҫҫӑнах чунне пушатса нушаланнӑ этемӗн, урӑх шыраса тертленме кӑмӑлӗ те юлман темелле ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ун хыҫҫӑнах Нюрнберга куҫса кайрӑм, унтан мана пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине Российӑпа ҫапӑҫма тытса ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Штурм пуҫлансан та матроссенчен юлмарӑм, вӗсем хыҫҫӑнах чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Вӑл хула хӗрринче пурӑннӑ, ҫав каҫхине театртан таврӑнаканскер, спектакль пӗтнӗ хыҫҫӑнах килне васкаман, ҫумӑр кӑштах чарӑнтӑр-ха тесе, хӗр-тантӑшӗ патне кӗрсе ларнӑ, вара автобуссенчен те тӑрса юлнӑ…

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Операци хыҫҫӑнах Зинаида Алексеевна тӗшӗрӗлсе аннӑ, ҫав каҫах вӑл ывӑл ача ҫуратса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сӑнран та улшӑнса кайнӑ, — ыйтрӗ унран Марине инке, капитан тухса кайнӑ хыҫҫӑнах таврӑннӑскер.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫакӑн пек кунсенчен пӗринче эпӗ, Шура ҫинчен Анна Федоровнӑпа калаҫса илнӗ хыҫҫӑнах ӗнтӗ, Атӑл леш енне хӑйӑр ҫинче хӗртӗнсе выртма кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Унӑн пӗрремӗш «Кӗмӗл курупка» (выр. «Серебряная коробочка») 1906 ҫулта тухнӑ, ӑна пысӑк хак панӑ, ун хыҫҫӑнах ҫав ҫулхине «Харпӑрлӑх» роман пичетленнӗ, Форсайтсем ҫинчен ҫырнӑ трилогири вӑл пӗрремӗш кӗнеке пулнӑ.

Его первая пьеса «Серебряная коробочка» вышла в 1906 году и имела успех, за которой в том же году последовал роман «Собственник», первая книга из трилогии о Форсайтах.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Электромагнит хумӗсем кӑларакан кашни хӗлхем хыҫҫӑнах прибор ҫумӗнчи шӑнкӑрав умлӑн-хыҫлӑн шӑнкӑртатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

— Малтанхи урок хыҫҫӑнах шкултан тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗтӳ хӑваланӑ хыҫҫӑнах Кулюкка мунча урайне шӑпӑрпа шӑлса тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

ЗАГСра ҫырӑннӑ хыҫҫӑнах завкома заявлени ҫырса пама хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунӗпе ӗҫре хӑшкӑлаканскер, каҫхи апат хыҫҫӑнах кӗлетпе чул кӑлтавай хушшинчи ват йӑмра айӗнчи хӳшшине ҫывӑрма кӗрсе выртать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун хыҫҫӑнах Анук та суха патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ма тесен ун хыҫҫӑнах тӳрӗ-шарасем упӑшка ӑҫтине тӗпчеме тытӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнах колхозсем, чӑнахах та ӗнтӗ, вӑйлӑ хуҫалӑхсем пулман.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Пирӗн хыҫҫӑнах ытлашши калаҫма юратман ватӑрах хыткан арҫын тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Кам хӑваласа кӑларать-ха сана ҫак ҫанталӑкра пӳртрен? — хыҫҫӑнах калаҫса тухрӗ пусма вӗҫне кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Регионӑн икӗ ҫурҫӗр патшалӑхӗ — тӗп хули Донголӑра вырнаҫнӑ Нобатипе Макурра (VIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вӗсене пӗр патшана пӑхӑнмалла пӗрлештернӗ) тата кӑнтӑрти нуби патшалӑхӗ Альва тӗне йышӑннӑ хыҫҫӑнах монофизитсен ушкӑнне хушӑннӑ.

Два северных царства региона — Нобатия и Макурия, со столицей в городе Донгола (в начале VIII в. они были объединены под единым правителем) — и южное нубийское царство Альва вскоре после своего обращения присоединились к монофизитскому лагерю.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Вӑл хӑй евитленӗ хыҫҫӑнах упӑшкипе килӗшме ӗлкӗрнӗ-мӗн те, халӗ йӑлтах кутӑна печӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех