Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫҫӑнах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачине ҫавӑтнӑ хӗрарӑм арҫын хыҫҫӑнах утать, унран юлас мар тесе ачине васкарах утма хистет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Альбина, фельдшер пунктӗнче санитаркӑра ӗҫлекен туллирех кӗлеткеллӗ кӑвак куҫлӑ хӗр, кӳршӗ ялти Илюша май уйӑхӗнчех, лешӗ ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑнах, куҫ хывнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Акӑ, сӑмахран, 2000 ҫулхи июль уйӑхӗнче, ҫыравҫӑ вилнӗ хыҫҫӑнах, «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ уйрӑлу сӑмахӗнче В. Станьялпа А. Тимофеев (Ыхра) Николай Мартынов сӑпайлӑхне, тирпейлӗхне, ӗҫченлӗхне аса илсе писателӗн «Хӗллехи ӑшӑ» повеҫӗнчи тӗп геройӑн, Малян ятлӑ ватта юлнӑ хӗрӗн, сӑнарӗнче чӑн чӑваш характерӗ сӑнланнине, Малян Нарсписен, Саламписен, Укахсен ретӗнчи сӑнар пулнине палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Лабораторири тӗплӗ тӗрӗслевре сӗте шыв хутӑштарнин, е тата, ӗнесене тӗрлӗ чир-чӗртен сиплеме антибиотиксемпе усӑ курнӑ хыҫҫӑнах сӗте апат-ҫимӗҫре усӑ курма сутнин тӗслӗхӗсем ҫирӗпленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Кам ӑслӑ, ҫав ҫӑлӑнма пултарать, — терӗ пӗр хӗрлӗ сухаллӑ хусахӗ Сюльдяшов хыҫҫӑнах.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑвашсен ҫитӗнӗвне аталантарса яма вӗсен хыҫҫӑнах ҫапӑҫӑва ирҫесемпе тутарсем кӗмеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ те, пытана-пытана, ун хыҫҫӑнах персе ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑнах пурте тӗрлӗ ҫӗре сапаланса кайса пӗтӗм таврана ухтарса тухма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сюльдяшов ун хыҫҫӑнах Чулхула кӗпӗрнатӑрӗ патне, ҫар ыйтса, ҫын ячӗ, помещиксене вӗлерме чарчӗ, хӑй тин кӑна тупа туса тӳрӗпе пурӑнма сӑмах панине манса, государь-император ҫыннисене тӗрмене хупма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюнов хыҫҫӑнах Гаврила ҫарпуҫӗ кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем Аванкайпа шурсухалсенчен юлмарӗҫ, пурне те курас тесе вӗсен хыҫҫӑнах ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй айӑплӑ! — хӑраса ӳксе Укапи хыҫҫӑнах калама тытӑнчӗ Карлай.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксемпе куштан ачисем ӑна хыҫҫӑнах хӑваласа пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман хыҫҫӑнах Хусанкка хӑй те тухрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патша хӗрпе калаҫнӑ чухне вӑл вӗҫӗмсӗр Укаслу ҫине пӑхрӗ, ассӑн-ассӑн сывла-сывла илчӗ, хӑйне вырӑн тупаймарӗ, унтан вара Хусанкка хыҫҫӑнах хуллен алкумне шӑвӑнса тухса пурин куҫӗ умӗнчен те ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепри ун хыҫҫӑнах хӑвӑрт шутласа тухать:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун хыҫҫӑнах, анкарӗсене хатӗр тытса, леш икӗ ача утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ташӑ хыҫҫӑнах вара паттӑрсем пӗр-пӗринпе кӗрешме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ Ульккапа часах, сирӗн хыҫҫӑнах, майлашӑнса тухатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шкулта лайӑх вӗреннӗ хӗрача саккӑрмӗш класс хыҫҫӑнах Шупашкарти медицина училищине ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех