Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыҫра, ҫывӑхрах, заводӑн пысӑк чул ҫурчӗсем ҫуталса лараҫҫӗ, станоксен шавӗ лайӑх илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Мосальский, чӑннипе, хыҫра камсем утнине пӗлменччӗ, анчах темшӗн ҫаврӑнса пӑхрӗ те вӗсене палларӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Эп куркана шыв тултарнӑ чух ман хыҫра пӗр арҫын тӑратчӗ, ҫав хӑтланчӗ пулинех?

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Умра тӑшман, хыҫра куштан, — Епле ӳстерем-ши ҫинҫе пӳҫӗме!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сводка пӗлтернӗ тӑрӑх, нимӗҫ фашисчӗсемпе шурӑ финсем ҫак станцие илесшӗн эрне хушши урса кайса ҫапӑҫаҫҫӗ, анчах илеймеҫҫӗ, мӗншӗн тесен пирӗнннисен урӑх пӗр утӑм та чакма юрамасть: хыҫра — Ленин хули.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хирӗҫ чӗнмесӗр, шӑла ҫыртатӑп, винтовкӑна ҫирӗпрех чӑмӑртатӑп, вӑл ман хыҫра мӑшлатса утать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Эпӗ малта, ман хыҫра — Пуяндайкин.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пирӗнтен сылтӑмалла иртекен пӗртен-пӗр ҫул ҫинче фашистсем каллӗ-маллӗ вӗркӗшеҫҫӗ, пирӗн хыҫра каллех нимӗҫсем, сулахайра Куйта кӳлли тинӗс пек сарӑлса та таҫта ҫитиех тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хыҫра, хайхи, эпир кӗтӳ кӗтекен ту.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Малтанах хыҫра та, умра та кинокуравҫӑсем йышлӑччӗ, кӗпер урлӑ каҫсан вӗсенчен пӗри те юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӑпӑш-кӑпӑш мӑк ҫине кӑпӑрт-кӑпӑрт пускаласа утса, арҫын ҫак делянкӑран умра та, хыҫра та вӗҫӗ курӑнман, сакӑн-сакӑн ҫеремлӗ (ку вырӑн вуншар ҫул каяллах вӑрман тӗпленӗ-тӑлпаланӑ хыҫҫӑн трактор икӗ касӑллӑ плугпа сухаланӑ пыллӑх пулнӑ пулас) ансӑр прачака тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ эпӗ сывалнӑпа пӗрех, пӗтӗм хӑрушлӑх хыҫра.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Петӗр амӑшӗ ку», — пӑшӑлтатрӗҫ ман хыҫра ларакансем.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах хыҫра астутарса кӑшкӑрнӑ сасӑсем ҫине-ҫинех илтӗне пуҫларӗҫ:

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хыҫра вӗҫӗ-хӗррисӗр лавсем килнине курсан: — Ытла каях юлман-ха эпир, — терӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Виҫҫӗшӗ те астӑваҫҫӗ, чиперех пыратчӗ вӑл хыҫра, ухӑ хирлӳне алла илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

1418 куна пынӑ хӑрушӑ вӑрҫӑ хыҫра.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Хӗлимун, сехри хӑпнӑскер, мала иртмест, пирӗн хыҫра: «Вӑн ҫавӑнта, вӑн!» — тесе кӑтартса пырать.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Митя партти пирӗн хыҫра.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ир-каҫ-мӗн Атӑл хӗрринче, — Пӗтет пек ҫакӑ ҫут тӗнче, — Ҫынни, лаши, ак, вӗҫсӗр-хӗрсӗр, Кайра, хыҫра та леш енче Йӑлт пӑтрашаҫҫӗ: пӗр йӗркесӗр Лӑк тулнӑ каҫӑ тӗлӗнче.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех