Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытнӑ (тĕпĕ: хыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурхи каскӑн ҫил вӗрнипе, пӗлтӗрхи типсе хытнӑ ҫулҫӑсем кӑштӑртатса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӑвӑртран хӑвӑрт сиккелесе чупать пӗчӗк ӑйӑр, кайри урисем хыҫҫӑн тӑпрапа хутӑш хытнӑ юр кумккисем сирпӗне-сирпӗне юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малти сулахай ури, капкӑна хӗсӗннӗскер, юнӑхса хытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен, Отканӑн хытнӑ пек тӑракан сӑн-пичӗ ҫуталса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тапӑнма хатӗрленнӗ, шӑнӑрӗ хытнӑ кӗлетки ҫемҫелсе лӑстӑр кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

«Пӑшалсене» пӗр кӗтесе купаларӑмӑр та пӳрте, шӑнса хытнӑ ҫӑпатасемпе кӗмсӗртеттерсе, вуниккӗн кӗрсе тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Каярахпа вулкан ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑннӑ, ҫапла май кивӗ сийсем ҫийӗн ҫӗнӗ ту тӑррисемпе лава хытнӑ сийсем йӗркеленнӗ.

Позднее вулканическая активность возобновилась, формируя новые пики и наплывы лавы поверх старых слоев.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Ун умӗнче — хытнӑ юшкӑна шӑтарса тухнӑ ҫеҫпӗл.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрҫӑра халӑх хытнӑ, усалланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫаппа-ҫарамас юличчен хывӑнчӗ, тен, упӑшкине вӑрҫа ӑсатнӑранпа пирвайхи хут пулӗ, сулахай кӑкӑрне ӑнсӑртран тытса пӑхрӗ — вӑл йывӑрланнӑ пек, хытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тӑвар хумарӑм… — ҫине-ҫине пӑшӑлтатрӗҫ хӗрарӑмӑн шӑнса хытнӑ тутисем.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тимӗрҫ лаҫҫи умӗнче шартлама сивӗпе шӑнса хытнӑ Илихван конюх тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чухӑнсем, ыйткалакансем нумай ҫӳретчӗҫ, пӗр-пӗр пӳрт тӗлӗнче чарӑнатчӗҫ те чӳречерен шаккатчӗҫ, сӑхсӑхатчӗҫ те типсе хытнӑ аллисене тӑсатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Шарӑх кунсенче сывлӑш хытнӑ пек пӗр тапранмасӑр тӑрать.

В жаркие дни воздух словно застыл, неподвижен.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Тивӗҫ? — тепӗр хут ыйтрӗ вӑл, ал лаппине ҫӳлелле тытса тӑнӑ май шӑнса хытнӑ пӳрнисем ҫине вӗрсе.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑн пек пулать: сивӗ пырса тивсен — эпӗ пурнӑҫ сивви ҫинчен калатӑп — пӗрисем темле хытнӑ пек пулаҫҫӗ те малалла та пурӑнма пултараҫҫӗ, ни чӗре вӑл, ни вилӗ…

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Васса тротуар пекех хытнӑ сукмак тӑрӑх пушмакӗпе мӑнаҫҫӑн шак-шак тутарса малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӑкӑр сӑмси кӑна юлнӑ иккен, вӑл та пулин кушӑхса хытнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӑр пек шӑнса хытнӑ эп, Ник, пӑр пек.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫамрӑклах мӑшӑрӗнчен юлса амӑшне те, йӑмӑкне те пӑхса чун-чӗри хытнӑ пулсан та, малаллах талпӑнать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех