Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытанкка (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй вӑл — хытанкка, тӗксӗм сӑн-питлӗ те пысӑк кӑпка мӑйӑхлӑскер.

Был он худощав, смуглый, с пышными большими усами.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Ҫук, господа, эсир мӗн, — тесе сӑмах пуҫларӗ типшӗм те хытанкка, шатра питлӗ, ҫӳҫне кӑтралатнӑ тата ҫупа сӗрсе якатнӑ ҫӳллӗ ҫын, камердинер пулмалла, мӑшкӑллӑ та йӗрӗнчӗклӗ сасӑпа: — вӑт, Куприян Афанасьич пире хӑйӗн юррине юрласа патӑр.

— Нет, господа, что, — заговорил презрительным и небрежным голосом человек высокого роста, худощавый, с лицом, усеянным прыщами, завитый и намасленный, должно быть, камердинер, — вот пускай нам Куприян Афанасьич свою песенку споет.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Пӳрт умӗнче вӗсен имшер те хытанкка ырӑ амӑшӗ, хӑйӗн ытарма ҫук ачисене ыталама та ӗлкӗрейменскер, вӑрҫса тӑрать:

Бледная, худощавая и добрая мать их, стоявшая у порога и не успевшая еще обнять ненаглядных детей своих, говорила:

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Шурӑмпуҫ килнӗ вӑхӑтра Артамонов ҫул ҫине тухрӗ, хӑйӗн чӗринче вӑл ҫав ҫепӗҫ лӑпкӑлӑха, кӑмӑллӑ тирпейлӗхе тата ҫав тирпейлӗхе тунӑ хӑмӑр куҫлӑ, лӑпкӑ та хытанкка хӗрарӑмӑн ырӑ сӑнарне ӑшшӑн упраса илсе кайрӗ.

На заре Артамонов уехал, бережно увозя впечатление ласкового покоя, уюта и почти бесплотный образ сероглазой, тихой женщины, которая устроила этот уют.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ачисем унӑн имшеркке ҫуралнӑ, вӗсем пурте пилӗк ҫула ҫитиччен вилнӗ, пӗр Мирон кӑна, илемсӗр, хытанкка ачи ҫеҫ, пурӑннӑ; вӑл Ильяран виҫӗ ҫул аслӑрах пулнӑ.

Дети рождались слабыми и умирали до пяти лет, жил только Мирон, неприятный, костлявый мальчишка, старше Ильи на три года.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Эпӗ ҫав сивӗ сасса, вӑрӑм та хытанкка пӳрнесене, куҫлӑх тытнӑ пӳрнесене аса илсе ҫиме чарӑнса шӑла ҫыртрӑм.

Я перестал есть и стиснул зубы, вспомнив этот холодный голос и руку с длинными сухими пальцами, в которой медленно качались очки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех