Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хырӑмсарлӑхне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петро йӗнер хырӑмсарлӑхне пушатать, ҫав вӑхӑтра вӑрмантан хӗрлисем… —

Он подпругу на седле отпустил, а красные из лесу… —

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Выртатпӑр ҫапла, пӑхатӑп: Алешка, тӑпри ҫӑмӑл пултӑр та, лаши патӗнче йӗнер хырӑмсарлӑхне пушатса аппаланать.

Лежим, гляжу, Алешка покойник возля своего коня копается, чересподушечную подпругу ему отпущает.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн-ха, тӑвансем, асӑнар пуль, эппин, хамӑр хуторсене, чӗлӗм туртӑпӑр шӑмми-шаккисем канлӗ выртчӑр тесе, сӗнчӗ те Григорий, аяккарах пӑрӑнса, йӗнер хырӑмсарлӑхне пушатрӗ, лаши ҫӑварлӑхне кӑларчӗ, унтан, чӗлпӗре малти сулахай уринчен явакласа ҫыхса, ӑна ҫӳлелле тӳп-тӳрӗ ӳсекен, пурҫӑн пек ҫемҫе симӗс курӑка чӗпӗтсе ҫӳреме ячӗ.

— Ну что же, братцы, давайте помянем своих хуторян, покурим за упокой их, — предложил Григорий и, отойдя в сторону, отпустил подпруги на седле, разнуздал коня и, примотав повод к левой передней ноге его, пустил пощипать шелковистой, стрельчато вытянувшейся зеленки.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл утне чарса йӗнер ҫинчен анчӗ; юри тенӗ пекех, хырӑмсарлӑхпа аппаланса вӑхӑта усӑсӑр ирттерме тиврӗ: тарласа ӑшӑрханӑ лаши, йӗнер ҫытарӗн хырӑмсарлӑхне хытарма памасӑр, пӗрехмай пӑркаланчӗ, ҫилӗллӗн тулхӑра-тулхӑра илчӗ, хӑркӑлтатса сывларӗ, шӑлӗсене хаяррӑн йӗрсе пӑрахса, Григорие малти урипе тӗртсе ӳкересшӗн пулчӗ.

Осадив коня, он спешился, и, как назло, замешкался, натуго подтягивая подпруги (вспотевший и разгоряченный конь вертелся, не давался затянуть чересподушечную подпругу, дулся, хрипел нутром и, зло щеря зубы, пытался сбоку накинуть Григория передком).

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӗлпӗре салтса илнӗ тата йӗнер хырӑмсарлӑхне хытарнӑ чухне унӑн аллисем ват супнӑ старикӗнни пекех чӗтрерӗҫ.

Руки у него тряслись, как у дряхлого старика, когда он отвязывал повод и подтягивал подпругу седла.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех