Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпать (тĕпĕ: хып) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫухатасран хӑраса, инженер ӑна ҫӑварне хыпать те, хыттӑн, ҫурмаран татма тӑрӑшнӑ пекех, ҫыртать…

Боясь ее потерять, инженер брал монету в зубы и стискивал так крепко, будто старался раскусить надвое…

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Хушӑран ачасенчен хӑшӗ-пӗри сухана чӗркет те тӑвар ҫине пусса ҫӑвара хыпать.

Иногда кто-либо из ребят сворачивал лук в комок и макал в соль.

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Паян хыпмасть пулсан, ыран хыпать.

Ну, не берет нонче, а завтра будет брать.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Хумлӑ вӑхӑтра ҫупах лайӑх хыпать тенине илтсеччӗ, — терӗм эпӗ.

— Я слышал, лещ на волне хорошо берет, — сказал я.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Кайӑк сӑмсинчен пыл хыпать.

Из клюва птицы получал мед.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Техӗмлӗ пиҫнӗ, Выҫӑхнӑ Шерккей ӑна тӑварпа пусать те ҫисе тӑранас ҫук пек васкаса хыпать.

Сварилась ароматной, Шерккей ел жадно и торопливо, обмакивая в соль картофелину за картофелиной.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селимене кӑшт иментерет юмӑҫ сӑмахӗ, вӑл халь те ашшӗ-амӑш сӑмахӗнчен тухмасть-ҫке, хӑй хыҫӗнче тӑракан Тухтар енне ҫаврӑнса пӑхать, ҫӑкӑр татӑкне хыпать те чӑмласа ярать.

Селиме несколько смутили эти слова йомзи — она и так всю свою сознательную жизнь слушалась отца и мать, тем не менее, оглянувшись на стоявшего позади нее Тухтара, взяла в рот хлеб, разжевала.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хушӑран вӑл кӗсйинчен шоколад кӑларать, пӗр татӑкне хуҫса илсе ҫӑварне хыпать, чӑмлать; ҫӳҫӗ унӑн пӗтӗмпех кӑвакарнӑ пулин те, шӑлӗсем пурте тӗрӗс-тӗкелех.

Время от времени он вынимал из кармана куртки плитку шоколада, отламывал кусочек и клал в рот; этот седовласый старец сохранил все зубы до единого.

II. Ҫӗрлехи тӗттӗмре пыракан караппа пассажир // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Туршӑн та, мӗн тери лайӑх хыпать паян пулӑ!

Боже, какой был клев!

VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Хыпать, лайӑх! хыпмасан…

Клюнет — браво! а не клюнет…

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах хӑни, ӗне утта ҫаратнӑ пек, ҫӑмаха хыпать те хыпать.

Только гость упрятывает галушки, как корова сено.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн палла-тӑранӗсем хушшинче пысӑк хуралҫӑ-йытӑ вырӑнӗнче пулнӑ; ҫав йытӑ пурне те вӗрет, никама та вырӑнтан хускалма памасть, анчах ҫав вӑхӑтрах кам та пулин кирек ӑҫтан, кирек ӑҫталла ывӑтнӑ аш татӑкне, епле пулсан та, ҫӗре ӳкиччен ярса хыпать.

От этого он в кругу своих знакомых играл роль большой сторожевой собаки, которая лает на всех, не дает никому пошевелиться, но которая в то же время непременно схватит на лету кусок мяса, откуда и куда бы он ни летел.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех