Шырав
Шырав ĕçĕ:
хыв сăмах пирĕн базăра пур.
10. Ҫавӑнпа та, аслӑ хуҫамӑр, унӑн сӑмахне ахаль ирттерсе ан яр, ӑна чӗрӳне хыв, мӗншӗн тесессӗн тӗрӗс сӑмах вӑл: пирӗн йӑх хӑйӗн Турри умӗнче ҫылӑха кӗмесен, ӑна айӑплама ҫук, пире хӗҫ витмест.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эппин, хӑвӑр валли ҫак юрӑ [сӑмахӗсене] ҫырса илӗр, ӑна Израиль ывӑлӗсене вӗрент, ӑна вӗсен чӗлхи-ҫӑварне хыв: ҫакӑ юрӑ Мана Израиль ывӑлӗсем ҫинчен пӗлтерсе тӑтӑр; 20. Эпӗ вӗсене, хӑйсен ашшӗсене тупа тунӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан [ырӑ] ҫӗршыва илсе кӗрӗп; вӗсем унта тӑраниччен ҫисе тутӑ пурӑнӗҫ, мӑнтӑрланса кайӗҫ, урӑх турӑсем еннелле ҫаврӑнӗҫ те вӗсене пӑхӑнса тӑма тытӑнӗҫ, Мана йышӑнмӗҫ, [хӑйсене халалланӑ] Манӑн халалӑма пӑсӗҫ; 21. хӑйсене нумай-нумай инкекпе хӗн-асап ҫитсессӗн, ҫак юрӑ вӗсене айӑплаканӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫак юрӑ вӗсен [ҫӑварӗнчен тата] вӗсен тӑхӑмӗсен ҫӑварӗнчен тухаймӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Нимӗнле йӗркепе те хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫуртне аскӑн арӑм тӳлевне е йытӑ# хакне ан хыв, мӗншӗн тесессӗн ку та, лешӗ те санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче йӗрӗнчӗк.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗрӗн халӑхӗсене пӗтерсессӗн, эсӗ ху вӗсем хыҫҫӑн еткерлӗхе кӗрсе вӗсен хулисемпе ҫурчӗсене пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, 2. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче виҫӗ хула суйласа ил; 3. ҫул хыв, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан пӗтӗм еткер ҫӗре виҫӗ пая уйӑр; вӗсем ҫын вӗлерекеншӗн кирек камшӑн та тарса хӑтӑлмалли вырӑн пулӗҫ.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫапла ӗнтӗ пӗлсе тӑр, чӗрӳне хыв: Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру] ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ, [Унсӑр пуҫне] урӑххи ҫук; 40. Унӑн эпӗ халӗ сана каласа хӑваракан йӗркисене, Унӑн ӳкӗчӗсене астуса тӑр: сана хӑвна та, хӑвӑн хыҫҫӑн санӑн ывӑлусене те лайӑх пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна яланлӑхах паракан ҫӗр ҫинче санӑн нумай ҫул пурӑнмалла пултӑр.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кирек мӗн чухлӗ укҫа хыв унта — пӗрех ҫителӗксӗр.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Амӑшӗ салук илсе укҫа кивҫен парать, хыв брошкуна.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.