Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑра (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑрса пӑлхав пуҫлӑхӗсемпе сӑмахланӑ хушӑра ун тӗкӗрҫисем картишӗнче ӑшӑ мунчара ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла вӑл, чӑннипех юратсан чун киленӗҫӗ валли пушӑ вӑхӑтне уголовлӑ ӗҫсене тишкернӗ хушӑра та тупма пулать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫтешӗсене пылак парнепе саламланӑ // Лилия ЗАБИРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11515-ct ... e-salamlan

Хӑй чупкаласа ҫӳренӗ хушӑра ҫакна сисрӗ: аслӑ тарҫӑ унтан пӗр утӑм та юлмасть, ялан хуҫа хыҫҫӑн йӑпӑртатса чупса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, сирӗн хушӑра та тупӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав хушӑра вӑл хӑйӗн ҫине пахчари йывӑҫсен хыҫӗнчен такам шӑтарасла пӑхнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливанпа ашшӗ Тукай патне пырса тухнӑ хушӑра Япанча ҫерем ҫинче юн юхтарса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла калаҫса ларнӑ хушӑра вӗсем патне аманнӑ пуҫне шурӑ пусмапа ҫыхса янӑ ҫӳллӗ ҫын кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупӑсем пенӗ хушӑра Воротынскипе Мстиславский воеводӑсем ертсе пыракан икӗ полк пӗр харӑс хӳмесем ҫине тапӑнса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑшӗсем улӑха утӑ ҫулнине кайса курса ҫӳрерӗҫ ҫав хушӑра, хӑшӗсем Ҫавал хӗрринче пулӑ тытрӗҫ, теприсем сулхӑнра ыйха илтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл, арӑмне ҫухатнӑ ҫын, Хусаншӑн ҫапӑҫу пынӑ хушӑра килте ларма пултараймастчех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аликей мӑрса хуралҫӑсемпе калаҫнӑ хушӑра княҫсем крепость тулашне каялла вӗҫтерсе тухрӗҫ, унти халӑха хӑвӑртрах шала кӗме хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсемпе калаҫса тӑнӑ хушӑра Атӑл хӗррине Кудай-Кул уланпа ытти чаплӑ ҫынсем юлан утна вӗҫтерсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ӗҫ калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх пӗр вӑхӑтра пулса иртмелле: Шигалейӗн хӑйӗн ҫыннисемпе Новоград Свияжскине тухса килмелле, вырӑс воеводин, вырӑс стрелецӗсемпе пищальникӗсен ҫав хушӑра Хусана пырса кӗмелле.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Адашевпа воеводӑсем тутар княҫӗсемпе хулана вырӑс воеводине мӗнле илсе пырасси тата халӑх воеводӑна пӑхӑнса тӑма пулса тупа тунине мӗнле йышӑнасси ҫинчен канашласа ларнӑ хушӑра воевода палатине Шигалей чапарӗ кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мускав хыпарӗсене пӗлтернӗ хушӑра княҫсем систерсе хучӗҫ: аслӑ князь Шигалей хан Хусанта хӑйне мӗнле тыткаланипе питех те кӑмӑлсӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Окольничийпе калаҫнӑ хушӑра та пулас хан хӑйне тӳрккессӗн тытрӗ, Адашев сӑмахӗсене апла та, капла та тиркеме пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайрисем ҫапла калаҫнӑ, кӑшкӑрашнӑ хушӑра малтисем мӑрсасене патша ячӗпе парнесем панине пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсана кӗтсе ларнӑ хушӑра каччӑ вӗсенчен нумайӑшӗпе сӑмахласа илме ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫлӑхсем патне кайсан урамра е картишӗнче кӗтсе тӑнӑ хушӑра такам та кӗрсе тухать унта, такам пирки те ыйтса пӗлме пулать.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫнӑ хушӑра мӑрса темиҫе хутчен те алӑк патӗнче ним чӗнмесӗр итлесе ларакан Иливан ҫине пӑха-пӑха илчӗ, халсӑр тенӗрен пӗррехинче ун патне пырса йӗкӗте хулран тытсах тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех