Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑра (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар вӗсемпе сӑмахлакаланӑ хушӑра пӳрт тӑрринчи Хрестук лӑпсӑркка йӑмрасем айӗнче ларакан мунча ҫинче тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем сехри хӑпнипе Вова ҫывӑхне пыма та хӑраса тӑнӑ хушӑра унта Сахар чупса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пӗр аллипе ҫӗлӗкне пусрӗ, тепринпе йӗмне хӑпартма тӑчӗ, анчах хӑпартса ҫитереймерӗ — тепӗр сурӑх вӑрри, Ахматша, ыткӑнса пычӗ те, тем хушӑра Энтрей йӗмне хывса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петр Петрович ҫак хушӑра картишӗнче улма чӑпар урхамахӗпе айланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье ҫак хушӑра суту-илӳ ӗҫне хӑй туса пынӑ, ачисем те чылай ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак хушӑра хуҫа хӑйӗн арӑмӗпе хӗрне чӗнсе илнӗ, лешсем вӑл мӗнле ҫын иккенне лайӑх пӗличчен тӑхтама, ӳкӗтлеме пикеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ним парас-илес те ҫук темелле пирӗн хушӑра.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, сирӗн хушӑра Мӑҫтукпа Хрестук лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла асапланса-аптӑраса тӑнӑ хушӑра Сергей палланӑ сасса илтех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Юлташсем, кунта, сирӗн хушӑра, эпир чӗнмен ҫамрӑксем те пур иккен, — тесе пуҫларӗ вӑл Сергее асӑрханӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑра кашкӑр темиҫе хутчен картиш тавра чупса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр ҫак хушӑра хӑйне йӗркене кӗртме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем ҫакнашкал сӑмахлакаласа тӑнӑ хушӑра Сахар ывӑлӗ Вова кӑшкӑрса янӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ҫынсемпе калаҫса тӑнӑ хушӑра, сисмен ҫӗртенех, Хветут пахчи хыҫӗнчен ҫӑра сӗлкӗш капланса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутарсемпе чӑвашсем ҫапла ҫапӑҫса кайнӑ хушӑра Паласкас урамӗпе икӗ ҫын васкаса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑра юлташне ним мар ҫӗртен кӳрентернӗшӗн тарӑхса кайнӑ Йӑкӑнат Сабире пӗрре ҫапсах ҫӗре начлаттарса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ ҫапла халап ҫаптарса тӑнӑ хушӑра картишӗнчен шыв чаксах пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑп ҫав хушӑра хӑй чӳречерен темскер курчӗ те, хыпаланса ӳксе: «Килӗр-ха, килӗр кунта!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ҫемйи чей ӗҫсе ларнӑ хушӑра Хветутӑн пӳрт чӳречисенчен шыв кӗрсе тулнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, атте, кушак пулӑ тытрӗ! — тесе, Вова унта анма тӑчӗ, анчах ҫав хушӑра ӑна Сергей аллинчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех