Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшине (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пристань карлӑкӗ патӗнче, икӗ самӑр хӗрарӑм хушшине хӗсӗнсе, Яков Маякин тӑнӑ, вӑл, турӑш евӗрлӗ питне ҫӳлелле каҫӑртса, мӑшкӑллӑ тараватлӑхпа картусне силленӗ.

У борта пристани, втиснувшись между двух грузных женщин, стоял Яков Маякин и с ехидной вежливостью помахивал в воздухе картузом, подняв кверху иконописное лицо.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан вӑл, аван мар кулӑпа кулса ярса: — Ну, ҫитӗ ӑҫтиҫука калаҫма… лар сӗтел хушшине!.. — тесе вӗҫленӗ хӑйӗн сӑмахне.

— И, засмеявшись нехорошим смехом, Саша сказала: — Ну, будет пустяки говорить… садись за стол!..

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сӑмахне каланӑ та вӑл, ури айнелле сурса хунӑ, унтан, нимӗн пулман пек, Фома патӗнчен пӑрӑнса, йывӑҫ хушӑкне кӗнӗ савӑл пек, ушкӑн хушшине кӗрсе кайнӑ.

Сказал и, сплюнув под ноги себе, равнодушно отошел от Фомы, войдя в толпу, как клин в дерево.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ырӑ Кӑмӑллӑ Ду шартах сикрӗ, пичӗ ҫинчи хутламсем хушшине тар персе тухрӗ.

Добряк Ду вздрогнул, и в морщинах его лица появилась испарина.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ылттӑн япаласене кӑмака шӑтӑкӗсене пытарса пӗтернӗ, ҫатан хушшине хӗстернӗ.

Золотые вещи были спрятаны в печах, нанизаны на прутья плетней.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл чӗлӗмне пилӗк хушшине хӗстерчӗ те кан ҫине улӑхса тӑчӗ.

Засунув за пояс трубку, он вскочил на кан и крикнул:

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сян кан ҫинчен сиксе анчӗ, пальтине уртса ячӗ, лампине тата ҫу ячӗ те сӗтел хушшине ларчӗ.

Сяо Сян спрыгнул с кана, накинул пальто и, подлив масла в лампу, присел к столу.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хресченсен союзне таврӑнсан, Сяо Сян салтӑнмасӑрах сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те, полевой сумкинчен партие илме хатӗрленӗ ҫынсен анкетисене туртса кӑларчӗ.

Вернувшись в крестьянский союз, Сяо Сян, не раздеваясь, присел к столу и извлек из полевой сумки пачку партийных анкет.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӑт, пурнӑҫ, э? — сӑпка умӗнчен пӑрӑнчӗ те Иван Гаврилович хистенӗ ҫӗре, сӗтел хушшине, кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл (тӗсесе хунине иккен) — ларчӗ те кӗрсе завуч сӗтелли хушшине — пуҫларӗ ӑсталама хӑйӗн «политикине» вӑрттӑн-кӗрттӗн.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лешне, шӑтӑкла-шӑтӑкла ҫыхнине, тухрӑм та петӗм чӑлана, кивӗ япаласем хушшине, — эрех кӗленчи енне пӳрнипе тӑсса кӑтартрӗ ватӑ вӗрентекен.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сансӑр сӗтел хушшине те ларасшӑн мар асӑнма, Дина?

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр, хистеттермесӗрех, варринчи ретри малти парта хушшине кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Атя-ха, лар-ха, лар парта хушшине.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Учитель сӗтелӗ хушшине вырнаҫса чавсаланнӑ Дина, тӑрса, хӑпӑл-хапӑлах ҫутӑ ҫутса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ку ҫутӑ, лӑпкӑ-лӑпкӑ тӗлӗрӳ пек, партӑҫем хушшине, класс кӗтессисене сӑпай-сӑлай сапаланса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Сӗтел хушшине ларма ӗлкӗр вара.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Н-ну, Щуров патӗнче пултӑм!.. — тенӗ вӑл Маякина, сӗтел хушшине кӗрсе ларса.

— Н-ну, был я у Щурова!.. — сказал он, придя к Маякину и усаживаясь за стол.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑрӑм та ҫӳхе сӑмси, аялалла авӑнса кӗнӗскер, шурӑ мӑйӑхсен хушшине тарса пытанасшӑн пек тӑнӑ; старик тутине уҫкаланӑ чух унӑн вичкӗн сарӑ шӑлӗсем йӑлтӑртатса кайнӑ.

Длинный, тонкий нос, загнутый книзу, точно спрятаться хотел в белых усах; старик шевелил губами, из-под них сверкали желтые, острые зубы.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Го Цюань-хай отделенири пӗр боецпа йӑрансем хушшине шума пуҫларӗ, пӑртак вӑхӑт иртсен тӑшмансен сулахай флангӗнче, ҫул иртсе кайнӑ ҫӗрте пӑшалсенчен пени илтӗнчӗ.

Го Цюань-хай с одним бойцом из отделения охраны пополз по борозде между грядками, и через некоторое время на левом фланге врага, где проходила дорога, послышались выстрелы.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех