Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Эхер те Ҫӳлхуҫаран хӑратӑр пулсан, Ӑна пӑхӑнса тӑратӑр пулсан, Ӑна итлетӗр пулсан, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫлеместӗр пулсан, хӑвӑр та, сире тытса тӑракан патшӑр та Ҫӳлхуҫа Туррӑр хыҫҫӑн ҫӳретӗр пулсан, [Ҫӳлхуҫа алли сире хирӗҫ пулас ҫук]; 15. эхер те Ҫӳлхуҫа сассине итлемесессӗн, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫлесессӗн, Ҫӳлхуҫа алли, сирӗн аҫӑрсене хирӗҫ пулнӑ пекех, сире те хирӗҫ пулӗ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иисус Рувим йӑхне, Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне чӗнсе илнӗ те каланӑ: 2. эсир Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра мӗн каласа хӑварнине пурне те пурӑнӑҫларӑр, эпӗ мӗн хушнине те пурне те итлерӗр; 3. эсир хӑвӑр тӑванӑрсене пӑрахса хӑвармарӑр, нумай хушӑ, паян кунчченех, вӗсемпе пӗрле пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, пурӑнӑҫлама хушнине пурӑнӑҫларӑр: 4. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, вӗсене мӗн каланине турӗ — сирӗн тӑванӑрсене тӑнӑҫлӑх пачӗ; эппин, килӗр чатӑрӑрсене, Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ еткерлӗх ҫӗрӗре таврӑнӑр; 5. анчах эсир ӳкӗтсене тата Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра халалланӑ саккуна тӗрӗс тытса тӑма тӑрӑшӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑра юратӑр, Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнӑр, Ун ҫумне ҫыпӑҫӑнӑр, пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа Ӑна пӑхӑнса тӑрӑр, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Лешӗсем Иисуса хуравласа каланӑ: пире мӗн хушатӑн, ҫавна пӗтӗмпех тӑвӑпӑр, пире ӑҫта яратӑн — кайӑпӑр; 17. эпир Моисее епле итлесе пурӑннӑ, сана та ҫавӑн пекех итлесе пурӑнӑпӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру, Моисейпе пӗрле пулнӑ пек, санпа пӗрле пултӑрччӗ; 18. эсӗ хушнине хирӗҫ тӑракан, эсӗ мӗн каланине, мӗн хушнине итлемен кирек кам та вилӗме тивӗҫлӗ пулӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей пынӑ та Израилӗн мӗнпур [ывӑлне] ҫак сӑмахсене каласа панӑ, 2. вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫирӗм ҫулта, эпӗ ӗнтӗ тухаймастӑп та, кӗрейместӗп те, Ҫӳлхуҫа та мана: «эсӗ ҫак Иордан урлӑ каҫаймӑн» терӗ; 3. Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй пырӗ сан умӑнтан; Вӑл ҫак халӑхсене санӑн куҫу умӗнчен пӗтерӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аллуна илӗн; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, сан умӑнтан Иисус пырӗ; 4. [Иорданӑн ку енче пулнӑ] Аморрей патшисене Сигонпа Ога тата вӗсенӗн Хӑй пӗтерсе тӑкнӑ ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр мӗн кӑтартрӗ, ҫак халӑхсене те Вӑл ҫавнах кӑтартӗ; 5. Ҫӳлхуҫа вӗсене сирӗн аллӑра парӗ, эсир вара вӗсене эпӗ хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ ӳкӗтсем мӗн хушнине кӑтартӑр; 6. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, ан хӑрӑр, [ан шикленӗр,] ан сехӗрленӗр вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй санпа пӗрле пырать, санран Вӑл уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫакӑ мухтавлӑ та хӑрушӑ ятӗнчен хӑраса тӑмастӑн пулсассӑн, 59. Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, санӑн тӑхӑмна та халиччен пулман шӑтан-юханпа аптӑратса ӳкерӗ, иртсе кайми хӑрушӑ шӑтан-юханпа тата иртсе кайми усал чир-чӗрпе чирлеттерсе хӗне ярӗ; 60. сана Египет чирӗсене, хӑвна хӑратса тӑнӑ пӗтӗм [усал] чире, ертӗ, вӗсем вара санран хӑпа пӗлмӗҫ; 61. хӑвна тӗппипе пӗтерсе тӑкичченех Ҫӳлхуҫа сан ҫине ҫак саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартман пӗтӗм чире [тата ҫырса кӑтартнӑ пӗтӗм чире] ярса тӑрӗ; 62. эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑччӗ, анчах хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменнипе эсир сахаллӑн тӑрса юлатӑр.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Асту, тилҫе ҫыпҫӑнсассӑн, хӑвӑра левит священниксем вӗрентес пӗтӗм [саккуна] тӗрӗс тытса, тӗплӗ пурӑнӑҫласа тӑр; эпӗ вӗсене мӗн хушнине тӗплӗн пурӑнӑҫласа тӑрӑр; 9. хӑвӑр Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа Турру Мариама ҫул ҫинче мӗн тунине асӑнта тытсах тӑр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа вара мана каларӗ: вӗсем [сана] мӗн калани аван; 18. Эпӗ вӗсене хӑйсен тӑванӗсем хушшинчен сан пек Пророк кӑларса парӑп, Унӑн чӗлхи-ҫӑварне Хамӑн сӑмахӑмсене хывӑп, Вӑл вӗсене Эпӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех каласа тӑрӗ; 19. кам та кам [ҫав Пророк] Ман ятӑмран калакан сӑмахӑмсене итлемесӗр тӑрӗ, Эпӗ унран шыраса илӗп; 20. анчах та Эпӗ калама хушманнине Ман ятӑмран каламашкӑн чӑрсӑрланса урӑх турӑсен ячӗпе калаҫакан пророка вӗлерме тытса парӑр.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, юрат, Вӑл мӗн тума хушнине ту: Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсемпе Унӑн ӳкӗчӗсене ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тытса тӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫамӑр сире Кадес-Варнирен: «кайӑр, Эпӗ сире паракан ҫӗре хӑвӑр аллӑра илӗр» тесе кӑларса янӑ чухне те эсир хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑр хушнине хирӗҫ пултӑр, Ӑна ӗненмесӗр тӑтӑр, Вӑл каланине итлемерӗр.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эпӗ сире каларӑм, анчах эсир итлемерӗр, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫ тӑтӑр, пӗрех хӑвӑр шутланӑ пек туса ту ҫине улӑхса кайрӑр.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Анчах эсир каяс темерӗр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хушнине хирӗҫ пултӑр, 27. хӑвӑр чатӑрӑрсенче ӳпкелешсе калаҫрӑр: Ҫӳлхуҫа пире Египет ҫӗрӗнчен курайманнипе, аморрейсен аллине парас та пӗтерсе тӑкас тесе илсе тухрӗ; 28. ӑҫта кайӑпӑр-ха эпир? пирӗн тӑванӑмӑрсем «вӑл халӑх пирӗнтен нумайрах, [йышлӑрах,] пӗвӗпе те ҫӳллӗрех, унти хуласем пысӑк, вӗсене тӳпенех ҫитекен хӳмепе тӗреклӗлетнӗ, тата эпир унта Енак ывӑлӗсене те куртӑмӑр» тесе чӗремӗре хавшатсах пӑрахрӗҫ, терӗр.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Египетран тухсассӑн хӗрӗхмӗш ҫулхине, вунпӗрмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], Моисей Израилӗн [мӗнпур] ывӑлне Ҫӳлхуҫа Турӑ хӑйне вӗсем ҫинчен мӗн калама хушнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине пӗтӗмпе Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ.1. И пересказал Моисей сынам Израилевым все, что повелел Господь Моисею.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Иисуса, Нав ывӑлне, суйласа ил, ҫав ҫынра Турӑ Сывлӑшӗ пур, аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хур, 19. унтан ӑна, Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратса, вӗсен куҫӗ умӗнче ӑс пар, 20. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ ӑна итлетӗр тесе, ӑна хӑвӑн мухтавна пар; 21. вара вӑл мӗн тумаллине Елеазар священникран ыйтса тӑрӗ, Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине унран урим урлӑ пӗлӗ; вара вӑл тата унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Елеазар каланӑ пек ҫӳрӗ, вӑл каланӑ пек кайӗ, вӑл каланӑ пек килӗ, тенӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эдом ҫӗрӗн чиккинче, Ор тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 24. Аарон ӗнтӗ хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлештӗр; Мерива шывӗ патӗнче эсир Эпӗ хушнине итлемерӗр, ҫавӑншӑн вӑл Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре кӗреймӗ; 25. Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата Елеазара, унӑн ывӑлне, илсе, вӗсене [пӗтӗм халӑх умӗнче] Ор тӑвӗ ҫине ертсе кай; 26. Аарон ҫинчен унӑн тумне хывса ил те ӑна Елеазара, унӑн ывӑлне, тӑхӑнтарт, Аарон вара канӑҫтӑр, ҫавӑнта вилтӗр, тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хӑвӑртан малтан пурӑннисен ирсӗр йӑлисемпе пурӑнас марччӗ, ҫав йӑласемпе ирсӗрленес марччӗ тесе, Эпӗ хушнине туса тӑрӑр.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Моисей мӗн хушнине пурне те пуху чатӑрӗ умне илсе пынӑ, тата пӗтӗм халӑх пуҫтарӑннӑ, Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑнӑ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ мӗн хушнине пурне те тунӑ.36. И исполнил Аарон и сыны его все, что повелел Господь чрез Моисея.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее мӗн хушнине пурне те Веселеил — Иуда йӑхӗн ҫынни, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — тунӑ, 23. унпа пӗрле Аголиав — Дан йӑхӗн ҫынни, Ахисамах ывӑлӗ — ӗҫленӗ, вӑл эрешлесе касаканскер, ӑста тӗртме пӗлекенскер, сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ пир ҫине тата виссон пир ҫине хӳхӗм тӗрлеме пӗлекенскер пулнӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн хушшӑрти ӑстайлӑ кирек хӑш ҫын та килтӗр те Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине пурне те тутӑр: 11. кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, унӑн ҫиелти виткӗчне, ҫекӗлӗсемпе пӑрӑсӗсене, каштисене, юписемпе унӑн тӗпӗсене, 12. саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, пӳлмелли чаршава [тата картиш каррисемпе юписене, смарагд чулӗсене, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, сӗрмелли ҫӑва,] 13. сӗтелпе унӑн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Ҫӳлхуҫа умне хумалли ҫӑкӑрсене, 14. ҫутатса тӑмашкӑн ҫутаткӑҫпа унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, унӑн лампадисене, ҫутмалли ҫӑвне, 15. тӗтӗрмелли парне вырӑнӗпе унӑн каштисене, сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑлӑха, кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 16. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, унӑн каштисемпе унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 17. картиш каррисене, картиш юписемпе вӗсен тӗпӗсене, картишне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 18. кӗлӗ чатӑрӗн шалчисене, картиш шалчисене, вӗсен вӗренӗсене, 19. Аарон священник валли сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли кӗлӗ тумтирӗпе сӑваплӑ тумтирне тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тутӑр, тенӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.