Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑннисен (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем тӗп лапам тӑрӑх мӑнаҫлӑн иртнӗ май уява хутшӑннисен чӗрисенче савӑк та ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Унашкал пӗрлӗх сахал мар вӗт: инвалидсен, ҫар ӗҫне хутшӑннисен канашӗсем, «Чӑваш Ен» фонд тата ытти.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Ҫапла майпа ку ҫӑмӑллӑхпа малашне Донецк, Луганск халӑх Республикисенчи, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен ҫемйисем те усӑ кураяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫуртсене газификацилесе пӗтерес ӗҫе вӑйлатаҫҫӗ // А.АРТЮКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9702-ujr-m-c ... -v-jlatacc

Марина Леонтьева ачасене ҫемье историне тарӑнрах тишкерме, вӑрҫа хутшӑннисен ячӗсене пӗлме сӗнчӗ, мӗншӗн тесен ҫӗршыв историйӗ шӑпах кашни ҫемьен кун-ҫулӗнчен ҫырӑнать те.

Куҫарса пулӑш

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

— 2021 ҫул пирӗн республикӑра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннисен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк пулнӑ май манӑн та аннен асаилӗвӗсем ҫинчен каласа парас килчӗ, — тет Чакаҫ вӑтам шкулӗнче нумай ҫул истори вӗрентнӗ, Чакаҫ ялӗнче пурӑнакан Зинаида Егоровна Сорокина.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Конкурса хутшӑннисен ӑсталӑхне уйрӑм номинацисемпе хакларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/

Чӑваш Енри архивистсем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннисен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑка ирттерме пысӑк тӳпе хыврӗҫ, хальхи вӑхӑтра Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене йӗркелеме хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Архивисты Чувашии внесли большой вклад в проведение Года, посвященного трудовому подвигу строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей, и сегодня принимают активное участие в организации мероприятий, посвященных Году выдающихся земляков.

Олег Николаев Архив кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/03/10/glava-chu ... et-c-dnyom

Чӑваш Енре 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тума хутшӑннисен ӗҫри паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк тесе пӗлтернӗччӗ.

2021 год в Чувашии был объявлен Годом, посвященным трудовому подвигу строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/09/gla ... et-s-dnyom

Восстание хутшӑннисен хушшинче чурасенчен урӑх ирӗкри чухӑн халӑх епле кӗрешни ҫинчен, восстанийӗн программи мӗнле пулни ҫинчен калани ҫук.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви хушнипе Ҫарпа истори обществи Куславкка районӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннисен асӑну мемориалне тӑвать.

Военное историческое общество по заданию Министерства культуры Российской Федерации ведет работы по созданию мемориала памяти строителям Сурского и Казанского оборонительных рубежей в Козловском районе.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33

Чӑваш Республикинче 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннисен ӗҫри паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк тесе пӗлтернӗ.

2021 год в республике объявлен Годом, посвященным трудовому подвигу строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33

Восстание хутшӑннисен хушшинче дисциплина ҫук.

В рядах восставших отсутствует дисциплина.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вӑл ирӗклӗхшӗн пыракан аслӑ кӗрешӗве хутшӑннисен пурин те тенӗ пек — ваттисемпе ҫамрӑккисен те, опытлисемпе тин ҫеҫ пурӑнма пуҫлаканнисен те — мӗн тери пысӑк йывӑрлӑхсем тӳссе ирттерме тивни ҫинчен шухӑшлать.

Он думал о тех суровых испытаниях, которые выпали на долю почти всем без исключения участникам великой борьбы за свободу — старым и молодым, опытным и еще только начинающим жить.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫак ӗҫе хастар хутшӑннисен хушшинче: А.М.Богатов, А.Ф.Ермилов-Юман, П.П.Ургалкин, А.К.Падиаров, В.М.Репин, В.Г.Елагин, А.Н.Каштанова, А.Н.Разубаев, А.М.Цыганов, М.Н.Юхма, А.А.Алексеев, А.Г.Пешне тата ыттисем.

Среди активных участников: А.М.Богатов, А.Ф.Ермилов-Дуб, П.П.Ургалкин, А.К.Падаров, В.М.Репин, В.Г.Елагин, А.Н.Каштанова, А.Н.Разубаев, А.М.Цыганов,М.Н.Юхма, А.А.Алексеев, А.Г.Пешке и другие.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Уяв мероприятийӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале хутшӑннисен гала-концерчӗпе, фолк-дискотекӑпа малалла тӑсӑлчӗ, фейерверксен фестивалӗпе вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн туслӑхшӑн чикӗ ҫук // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Тӗлпулӑва хутшӑннисен ыйтӑвӗсене хуравласа ҫитес ҫулсенче нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн автотранспортран тытакан налука пӗчӗклетме палӑртманнине, патшалӑхпа муниципалитет органӗсенче ӗҫлекенсене ҫывӑх вӑхӑтра 65 ҫул тултарсан ҫеҫ пенсие кӑларассине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӑрҫа хутшӑннисен сӑнӳкерчӗкӗсене эпир 20х30 виҫепе (А4 форматлӑ хут листи пысӑкӑш) хатӗрлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Вӑрҫа хутшӑннисен ҫемйисене уяв мероприятийӗсен вӑхӑтӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма сертификат панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Мухтав Аллейинче Социализм Ӗҫӗн тата Совет Союзӗн Геройӗсен /Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен/ сӑнӳкерчӗкӗсене курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Референдумра сасӑлава хутшӑннисен 96 процентне яхӑн хӑйсен «тӑван киле таврӑнас килнине» палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир пурте - яланах пӗрле! // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех