Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнаҫҫӗ (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫех шӑнкӑрав сас ҫумне татах сасӑсем хутшӑнаҫҫӗ, юрӑ вара пушшех вӑйланать, унпа пӗрле вӑрман янӑрать:

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Чӑваш Енри педагогсем Раҫҫейре иртекен тӑван чӗлхе учителӗсен ҫӗршыври съездне хутшӑнаҫҫӗ.

Педагоги Чувашии принимают участие во Всероссийском съезде учителей родного языка народов России.

Чӑваш чӗлхи учителӗсем съезда хутшӑнаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33703.html

Халӗ, акӑ, вӗсем хамӑр районтан мобилизациленнӗ граждансене тӗллевлӗ пулӑшма йӗркеленӗ «ZOV Вурнары» ушкӑн ӗҫне те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Юратнӑ тӗпренчӗкӗсемпе пӗрле вӗсем районти, республикӑри конкурс-концертсене кӑмӑлласах хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Унсӑр пуҫне районти кашни мероприятие тенӗ пекех ирттерме пулӑшаҫҫӗ, вӗсене хӑйсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat

Сусӑрсем ҫынпа сахалрах хутшӑнаҫҫӗ.

Инвалиды ощущают недостаток общения.

Ҫӗмӗрлере икӗ кинемей сусӑрсене юмах кӑтартнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33603.html

Патшалӑхӑн ытти тытӑмӗпе ҫыхӑнса ӗҫленӗ тата пурнӑҫӑн мӗн пур сферине пырса тивнӗ май Раҫҫей ФНСӗ тата унӑн регионсенчи подразделенийӗсем мӗн пур шайри бюджетсене йӗркелеме хутшӑнаҫҫӗ, малалли аталану никӗсне хываҫҫӗ, граждансен умӗнчи социаллӑ обязательствӑсене пурнӑҫлама тата правӑна пӑсассине пӳлме пулӑшаҫҫӗ.

Взаимодействуя с другими государственными структурами и охватывая все сферы жизни, ФНС России и её подразделения в регионах участвуют в формировании бюджетов всех уровней, создают основу для дальнейшего развития и выполнения социальных обязательств перед гражданами, помогают выявлять и пресекать различного рода правонарушения.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/21/gla ... et-s-dnyom

Вулӑссенче полици чинӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

В волостях прибавились полицейские чины.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗчӗкскерсемпе ӗҫлекенсем тӗрлӗ шайри тупӑшӑва хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсем те ӑсталӑха туптаҫҫӗ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bf%d1%82/

Вӗрентекенсемпе шкул ачисем конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, проектсем хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсем те ӑсталӑха туптаҫҫӗ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bf%d1%82/

Наци библиотекин лапамӗнчен пыракан урока муниципаллӑ библиотекӑсем ҫӑмӑллӑнах хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Финанс пӗлӗвне ӳстерни усӑллӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%84%d0%b ... bb%d0%bba/

Вӗсем паянхи кун та, тивӗҫлӗ канура пулсан та, районӑн обществӑлла политикӑллӑ, культурӑпа спорт ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ, хӑйсен тӗслӗхӗсемпе ҫитӗнекен ӑрӑва хавхалантарса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Вӑл йӗркелекен мероприятисене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

Любовь Валентиновна вӗренекенӗсем районти, республикӑри, Раҫҫейри тӗрлӗ олимпиадӑна, конкурса, конкурс-вӑййа, пултарулӑх конкурсне хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Пирӗн шкулти вӗренекенсем районта ирттерекен тӗрлӗ мероприятисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Роботсемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%80%d0%b ... %d0%b0cce/

Пирӗн шкулӑн вӗренекенӗсем робототехникӑпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ конкурссене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Роботсемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%80%d0%b ... %d0%b0cce/

Унран курмалӑх, ытти каччисем те ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ.

Глядя на него, занялись озорством и другие парни.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑйӑ картине Ивукпа Павӑл пырса хутшӑнаҫҫӗ.

В это время, разорвав хоровод, на середину выходят Ивук и Павел.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсен ялӗсем пӗве чавма хутшӑнаҫҫӗ пулать-те ӗнтӗ, кайран вара станцине виҫӗ ялпа пӗрле турӑмӑр, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сана аса илсенех, манӑн шӑм-шак ҫумне ҫунатсем хутшӑнаҫҫӗ, манӑн вӗҫӗмсӗр сана кӑмӑла каякан ырӑ ӗҫ тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех