Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутса (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь ӗнтӗ ӑна им-ҫамсемпе сиплени те, мунча хутса ҫемҫетсе тӑсса тӳрлетме хӑтланни те — нимӗн те пулӑшайман.

Однако толку не было, не помогли ему ни лекарства, ни припарки разные, ни даже заговоры.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсем ҫак икӗ кун хушшинче хӑмла ҫырлине ҫӳрерӗҫ, мунча хутса кӗчӗҫ, килти ӗҫсене турӗҫ, паян вара, таврара нимӗнле ҫумӑр пӗлӗчӗ те ҫуккине кура, бригадирсем пырса каласса кӗтмесӗрех хире тухрӗҫ, Кӑтра Михала ҫумӑрлӑ кунсенче икӗ старикпе итем ҫинче ӗҫлерӗ, паянхи каҫ кӳлӗм ҫеҫ, мӗн пур ӗҫсенчен пушанса, кӗлтесем йӗпенсе выртмаҫҫӗ-и-ха тесе, хире кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Калаҫса тӑма ун вӑхӑт пулмарӗ, часрах выльӑх пӑхма тухас пулать, амӑшӗ Хаятпа пӗрлех килнӗ пулас, кӑмака хутса яма та ӗлкӗреймен.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килте никам та юлманран Укахви, часрах ҫитес тесе, васкаса утать, хӑй хуҫалӑхри ӗҫсем ҫинчен шикленсе шухӑшласа пырать: ҫитсенех пӳрте хутса ӑшӑтмалла, килти выльӑха пӑхмалла тата амӑшӗ килнӗ ҫӗре апат та пӗҫерсе хумалла.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Конюхсен пӳртӗнче ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн вӑл никам хутса ӑшӑтман килне таврӑнать те, апат пӗҫерсе ҫисе, ҫум пахчана ҫӗрулми аври йӑтма тухать.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кил хуҫи пулса юлнине туйса, вӑл таврӑннӑ-таврӑнманах пӗчӗк кӑмакине хутса ярать, апат пӗҫерет, килти выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗкне апат тухса парать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Арӑму хутса памарӗ пулать ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пысӑк теплица, ӑна хутса ӑшӑтмалли ятарлӑ хуран (котел) туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Ачисем эрне вӗҫӗнче хуларан пулӑшма килсе ҫӳреҫҫӗ, мунча хутса кӗртеҫҫӗ, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерсе хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Паянхи куна республикӑри чылай районта хутса ӑшӑтмалли сезон пуҫланнӑ.

На сегодняшний день во многих районах республики отопительный сезон уже начат.

Шупашкарта авӑнӑн 26-мӗшӗнче ҫеҫ ӑшӑ ярӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32942.html

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хулара хутса ӑшӑтмалли сезон хӑҫан пуҫланассине пӗлтернӗ.

Глава администрации города Чебоксар Денис Спирин сообщил о дате начала отопительного сезона в городе.

Шупашкарта авӑнӑн 26-мӗшӗнче ҫеҫ ӑшӑ ярӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32942.html

— Мунча, мунча хутса яма хуш, Чураппа! — тепӗр хут каларӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫҫӗмӗш кунӗнче, пысӑк хуран вырнаҫтарса лартнӑ хыҫҫӑн Ватрас вырӑсӗ мунчана хӑех хутса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хваттере вут хутса ӑшӑтасси, пӗр кӗренке ҫӑкӑршӑн черетре тӑрасси е тата ҫырмаран шыв ӑсса килесси — ҫак нихҫан туман ӗҫсене тумалла пулчӗ Соньӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

 — Вут хутса апат пӗҫерме-и?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пӗлеҫҫӗ, ҫӑвӑнаҫҫӗ, кашни шӑматкун мунча хутса кӗреҫҫӗ, — пӑлханса каларӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр уйӑх хупӑнса тӑнӑ шкула вӗсем килес умӗн ҫеҫ хутса ӑшӑтнӑ, урайсене, пӗренесене, партӑсене тепӗр хут формалин шӗвекӗпе пӗрӗхсе дезинфекциленӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пирвайхи уйӑхӗсенче хӑмла типӗтесси нимӗнех те мар пекчӗ: симӗс хӑмлине стеллаж ҫине сапаласа пӑрах та кӑмакине хутса яр — ытлашши ан типӗтсе яр кӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Мунча хутса армути шывӗпе ҫурӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Наччасра хутса пултарчӗ, икӗ хурӑн милӗкӗ, вӗсем мунча алкумӗнче речӗпе мӑшӑрӑн ҫакӑнса тӑратчӗҫ, пӗҫерчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех