Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускалми (тĕпĕ: хускал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн тӗссӗрленнӗ кӗленче пек кӑвак куҫӗсем хускалми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗри тусан сывлӑшра хускалми ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сывлама йывӑр, хӑсас килет, ыйхӑ пусать, тӑсӑлса выртас, ҫакӑнтах, юр ҫинче хускалми канас килет.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хӑш ҫулта ҫуралнӑ» тени патне ҫитсен, ҫинҫе кӑна канцеляри ручки унӑн пӳрнисем хушшинче самантлӑха хускалми пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑй вӑл, Володя, пӗр хускалми тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӑпланчӗ те ырхан пит-куҫӗ ҫинчи елпӗркке куллине сӳнтерчӗ (йӗрсем-пӗркеленчӗксем сасартӑках хускалми пулчӗҫ), ман ҫине тем чухласа илнӗн, пуҫне чалӑштарарах тинкерчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр хускалми ҫывӑрнӑ, анчах ирхине ир вӑрантӑм, Зиминцев ӗҫе кайиччен ӗлкӗрес тесе, питӗ васкаса общежитирен тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хресченсен ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкса, драгунсем ним хускалми тӑракан хусахсене пырса ҫапрӗҫ, халь тин ҫапӑҫу йӗркине патька-патша хӑйне кирлӗ пек улӑштарма пултараймарӗ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ним хускалми выртасси ҫеҫ килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хускалми выртакан йӗкӗт ӳтне ҫӗре хучӗ те вӑл васкавлӑн ун анкарне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем ҫинче, тип тӗтреллӗ, хӳтлӗх вӑрман йӑрӑмӗллӗ ката хӗрринче, сӗвӗрӗнкӗ, шӑркаланнӑ сӑра кӑпӑкӗ пек ҫӳхе, шупка кӑвак пӗлӗтсем, пӗр-пӗринпе пӗтӗшсе, пӗр хускалми тӗлӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ура ҫине сиксе тӑчӗ те чӳрече патне пычӗ, тулса-пулса ҫитнӗ иҫӗм ҫырли пек куҫӗсемпе урамалла пӗр хускалми тимлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Эсир мӗн, дисциплинӑна хирӗҫ-и? — тӑлпӑвӗпе хускалми юлса, куҫ харшине хиркелесе пӗрсе, мана куҫ хӳрипе хӑйӑрса пӑралать катӑрса кайнӑ Кнутов, ҫӳҫӗ тӗслӗ куҫне халӗ хӑррӑн ялкӑштарса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫирӗм утӑм пек кайсан, ҫаврӑнса пӑхрӑм: анчӑк, ман хыҫҫӑн урама тухнӑскер, мана чӗп-чӗрӗ куҫӗпе ӑсатса, пӗр хускалми тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пурис каллех хускалми пулчӗ те пӗр авӑк тӗк ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хыҫҫӑнах пуҫне тем мӑки савӑллансах тирӗнсе кӗнӗн туйӑнчӗ ӑна, ҫавна пула, шӑлне ҫыртса, йынӑшкаласа, каллех пӗр хускалми выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лапкӑшӗпех сивӗ, сӑпрам, ҫӑрӑлчӑк «кӗлпе сапӑннӑ» тӳпе — пурне те пултаракан ҫӳлти Хӑватӑн асаплӑ кӗрхи салхулӑхӗ — хускалми, чӗмсӗр…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл сехете яхӑн нимӗн хускалми выртрӗ; унӑн сӑмси-ҫӑварӗнчен юн кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Госпитальте вӑл… хускалми выртать, ӑна йӑлтах гипсланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапла эпӗ Тимафи пиччен хускалми пулнӑ кӗлетки умӗнче самаях выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех