Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурланарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача пирки хурланарах, вӑтанарах каларӗ Маринэ, унӑн хуйхи-суйхине пӗлекен Таранов, ҫамрӑк хӗрарӑма лӑплантарас тенӗ пек, сӑмахне урӑх еннелле ҫавӑрма васкарӗ:

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр ҫулхине, ҫурла уйӑхӗнчеччӗ пулас, Таранов Хусахмат таврашне командировкӑна килчӗ те ҫула май йӑпӑртлӑха тӑван ялне кӗрсе тухрӗ, ҫавӑн чух Илья Семенович утарпа сад пахчи юхӑннӑ пирки хурланарах, тарӑхарах калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫапла, ман атте, — хурланарах хуравларӗ Нарспи Гавриловна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл Тамара пакӑлтатнине хурланарах тӑнларӗ, ӑна хирӗҫлес килчӗ, анчах хӑй хӑна пулнине асра тытса шӑлне ҫыртрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫапла, эп суккӑр тӑмана, — сарӑ сухалне хурланарах чӗпӗткелерӗ Шанаров.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ҫук, шӑл йӗрместӗп, Вера, — хурланарах хирӗҫлерӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ача пакӑлтатнине Изамбаев хурланарах итлесе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Упӑшкаран уйрӑлни лотерея билечӗпе «жигули» выляса илни мар та, хамӑн инкек ҫинчен эп Хыркассинче янрамалӑхах шавласа ҫӳремен, — хурланарах каларӗ Ульяна.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ку сӑмахсене сӑрланса якалнӑ хӗрарӑм хурланарах, курнӑҫланарах каларӗ, йӑрӑс пӳллӗрех курӑнас тенӗ пек пуҫне каҫӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

«Паттӑр йывӑҫ ҫав эс, чӑваш йӑмри. Сана шартлама сивӗпе усал шӑрӑх та хур тӑваймасть, кӗр те тӑруках парӑнтараймасть. Инҫетри Ҫӗпӗр ҫӗрӗнче ахальтен мар час-часах аса килетӗн эс мана. Унта, пирӗн патӑрта, сан пек йывӑҫсем ӳсмеҫҫӗ», — хурланарах шухӑшларӗ Моляков.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Патька-патша, манӑн халь урӑх ниҫта та кайма ҫук-ҫке, — терӗ те хӗр паҫӑрхинчен те хурланарах йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара Укаслу путеккине хӑй ҫумне тата хытӑрах пӑчӑртарӗ те паҫӑрхинчен те хурланарах йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун пирки ан пӑшӑрхан… — хурланарах пӑшӑлтатрӗ Хӗлип.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Маншӑн пулсан… — хурланарах калаҫма тӑрӑшрӗ вӑрӑ-хурах, — ку пурнӑҫ хама та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑт еплескерсем вӗсем, улпут майрисем, — хурланарах, ӳпкелешерех каласа пӗтерчӗ вӑл.

Да, вот они какие, барыни-то, — с грустью и упрёком кончил он.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Тупӑсем мӗн тери хытӑрах пенӗ, залри ҫынсем ҫав тери хурланарах макӑрнӑ.

И чем громче били пушки, тем горше рыдал зал.

5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

— Утсам-и ӗнтӗ, мӗн пӑхса тӑратӑн ҫак эсӗ! — терӗ Козельцов аманнисем ҫине тӗлӗнсе тата темӗнле хурланарах, куҫне илеймесӗр пӑхса тӑракан Володьӑна.

— Пойдем же, что ты смотришь! — сказал Козельцов Володе, который, подняв брови, с каким-то страдальческим выражением, не мог оторваться — смотрел на раненых.

11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Эсир мана улталамастӑр-и? — терӗ ача хурланарах, мӗншӗн тесен вӑл хӑшпӗр салтаксем унтан кӑштах кулма юратнине пӗлнӗ.

Вы меня не обманываете? – жалобно сказал мальчик, знавший по опыту, что некоторые солдаты любят над ним подшутить.

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Акӑ, эпӗ те хамшӑн хам пуҫлӑх, — хӑй кӗтмен ҫӗртенех хурланарах каласа хучӗ капитан Енакиев, анчах ҫав самантрах хӑйне алла илчӗ те, куларах хушса хучӗ: — Пӗр пуҫ лайӑх, анчах икӗ пуҫ тата лайӑхрах.

– Вот и я сам себе голова, – неожиданно для самого себя, с грустной улыбкой сказал капитан Енакиев, но тотчас спохватился и прибавил шутливо: – Одна голова хорошо, а две – лучше.

19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех