Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урӑхран нимӗнле инкек те пулмасть; халӗ ӗнтӗ юханшыв ҫинчи ҫутӑсене сутасси те сӳнтересси, юханшыв хуралҫи пуласси Костьӑшӑн кичем ӗҫ пек туйӑнмасть.
Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Кунта ярмарка хуралҫи пурӑнать.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗрре, эпӗ карташӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра, магазин алӑкӗ умӗнче тин ҫеҫ килнӗ тавар ещӗкне уҫнӑ чухне, ман пата чиркӳ хуралҫи пырса тӑчӗ; вӑл чалӑш аяклӑ старикчӗ, тутӑр татӑккисенчен тунӑ пек ҫемҫескерччӗ, ҫи-пуҫне йытӑсем турткаласа ҫӗтсе пӗтернӗ пекчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мико, кунта кил-ха! — чӗнчӗ пӗрремӗш хуралҫи иккӗмӗшне.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑрман хуралҫи тухса кайнӑ — ох, епле хыпар!
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Павлушка Стеклов: вӑрман хуралҫи тухса кайнӑ пулмалла, хурал пӳртне питӗрсе хӑварнӑ, тесе пӗлтерчӗ.Павлуша Стеклов узнал, что лесник, видно, уехал — сторожка на запоре.
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Гюльбану вӑрман хуралҫи ҫинчен Ильсеяр хальччен пӗлмен япаласем каласа пачӗ пулин те, Ильсеяршӑн халӗ ун ҫинчен итлеме ҫав териех йывӑр пулчӗ.
X // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анчах вӑрман хуралҫи старик вилнӗ хӗрӗн упӑшки ҫинчен усал ӗҫ тӑвас шухӑшпа ыйта-ыйта пӗлнине ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗ, вӑра вӑл Мэрданӑн йӗрне ҫухатма тӑрӑшрӗ.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ун хӑлхине Мэрдана вӑрман хуралҫи Андрей пытарса усрани ҫинчен хыпар пырса кӗчӗ.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Мана ҫак таврари пӗр ҫынпа ҫыхӑнма задани пачӗҫ, вӑрман хуралҫи пулса ӗҫлет вӑл.— Получил я задание в этих местах с человеком связаться, лесником он работает.
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Ӑҫта унта! — мӑкӑртатрӗ кил хуралҫи.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вавила вырӑн ҫинчен тӑчӗ, аялалла пӑхмасӑрах виле урлӑ ярса пусрӗ, кил хуралҫи патне пычӗ те, ҫурӑмӗпе ун еннелле ҫаврӑнса тӑрса, аллисене хыҫалалла тытрӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Кӳр-ха эсӗ, санӑн аллусене ҫыхса лартам! — сӗнчӗ кил хуралҫи, пиҫиххине салтса.— Ты дай-ка я тебе руки свяжу! — предложил дворник, распоясываясь.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Алӑкра, Четыхер пуҫӗнчен ҫӳлерехре, шӑрпӑк ҫулӑмӗ ялкӑшрӗ, вӑл Артюшка Пистолетӑн чалӑш сӑн-сӑпатне ҫутатса илчӗ, — кил хуралҫи йывӑррӑн ура ҫине тӑчӗ те савӑнса кайса каларӗ:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кил хуралҫи ун ҫывӑхнерех пырса тӑчӗ; сӗтел ҫинчи ҫуртана тытрӗ, ҫакӑн сӑн-питне ҫутатса пӑхрӗ, унӑн ҫамки ҫине тапса тухнӑ шултра тар тумламӗсене, пӗр хускалми пулнӑ куҫӗсене тата тӑр-тӑр-тӑр чӗтрекен аялти янах шӑммине курчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫакӑн ҫинчен куҫне вӗҫертмесӗр, кил хуралҫи урайнелле пӗшкӗнчӗ, Симӑн ӳт-пӗвне хыпашласа пӑхрӗ те, тӳрленсе тӑрса каларӗ:Не спуская с него глаз, дворник нагнулся, пощупал тело Симы и сказал, выпрямляясь:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бурмистров ун ҫинелле пӑхса илчӗ, сиксе тӑчӗ те, сӑнчӑрти йытӑ пекех малалла ыткӑнчӗ, анчах кил хуралҫи, ҫакна кӑкӑрӗнчен пырса ҫапса, тӗртсе ячӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Мӗн эсӗ? — тесе мӗкӗрсе ячӗ вӑл, ҫав самантрах, кил хуралҫи хӑйӗнчен вӑйлӑрах пулнине манса, хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ чышкипе ун ҫинелле хӑмсара пачӗ.— Ты чего? — заревел он и, забыв, что дворник сильнее его, взмахнул туго сжатым кулаком.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кил хуралҫи чӗнмерӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӗр умӗн кӗҫӗн алӑка уҫса ячӗ, унтан, унӑн шурӑ кӗлетки хӑйӗн кухньӑпа юнашар вырнаҫнӑ пӗчӗкҫеҫ пӳлӗмне кӗрсе ҫухаличченех ӑна куҫӗпе ӑсатса пӑхса юлчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн хапха хуралҫи алӑк хупӑлчине шалтлаттарса хупса хучӗ те, урисене сарлакан лартса, пуҫӗсене пӑркаласа, нумайччен ҫӗрелле пӑхса тӑчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.