Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуравламарӗ (тĕпĕ: хуравла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна никам та хуравламарӗ — арҫынсем те илтмерӗҫ ун ыйтӑвне, те илтмӗш пулчӗҫ.

Никто не ответил ему — то ли мужики не слышали его вопроса, то ли притворились.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Любушкина пуҫне усса, ывӑҫ тупанӗсемпе куҫӗсене хупласа ларчӗ, хуравламарӗ

Любушкина сидела, опустив голову, затенив ладонью глаза, и не отвечала…

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Любушкина тӳрех хуравламарӗ.

Любушкина ответила не сразу.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пробатов хуравламарӗ, кӗрӗк пиншак ҫинчен кӑшт ҫӗкленсе, амӑшне пит ҫӑмартинчен чуп турӗ те каллех месерле выртрӗ.

Не отвечая, он приподнялся на полушубке, поцеловал мать в щеку и снова лег навзничь.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Гришака асатте нимӗн те хуравламарӗ, библине хупса хучӗ те путмар сакки ҫине тайӑнса выртрӗ.

Дед Гришака не отвечал, закрыл Библию и прилег на лежанку.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Темшӗн шӳте хирӗҫ никам та хуравламарӗ.

На шутку что-то никто не ответил.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Христоня ун ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса илчӗ, тӳрех хуравламарӗ: малтан чылайччен чикаркка хутне сурчӑкпа йӗпетсе аппаланчӗ, ӑна вӑкӑрӑнни пек пысӑк та кӑштӑркка чӗлхипе ҫулласа илчӗ, унтан тин, чикарккине ҫавӑрса ҫитернӗ хыҫҫӑн, хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ячӗ:

Христоня сверху вниз поглядел на него, ответил не сразу: сначала долго слюнил бумажку, елозил по ней большим, шершавым, как у быка, языком и, уже скрутив, пробасил:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Любишкин Демкӑна хирӗҫ хуравламарӗ, лаши ҫинчен сиксе анчӗ те чӗлпӗрне пӗчӗк карлӑкран яваласа ҫыхрӗ, сиввӗн ҫапла ыйтрӗ:

Любишкин, не удостаивая Демку ответом, спешился, обмотал повод вокруг перильца, сурово спросил:

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Федор тӳрех хуравламарӗ.

Федор некоторое время молчал.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Секретарь хирӗҫ хуравламарӗ, чӳрече каррисене хупрӗ те пӳлӗмрен тухрӗ.

Секретарша не сделала ни одного движения в ответ. Вместо этого она закрыла шторы и вышла.

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех