Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупӑрласа (тĕпĕ: хупӑрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне хупӑрласа илнӗ ҫынсене тӗрте-тӗрте, мӗнпур юлнӑ вӑйне пухса, ури ҫине тӑчӗ те вӑл урса кайнӑн кӑшкӑрашма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Майра-патша салтакӗсем вӗсем ҫине тӗрлӗ енчен ним систермесӗр сиксе тухрӗҫ те пӗр пемесӗр-мӗн тумасӑр хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, хӗвеле хупӑрласа илсен, вырӑнтан та хускаласшӑн мар пек.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвеле пӗлӗтсем хупӑрласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тӗрӗс, майра-патша ҫарӗ пире ун чухне хупӑрласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хупӑрласа илессе хупӑрласа илчӗҫ те-ха, анчах кайран хӑйсемех пӑрахса тарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Саранск хулинчен иртсессӗн хамӑра та хупӑрласа илчӗҫ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем вӗсене хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, тӗрлӗ енчен хӑвалакансен сасси илтӗне пуҫласан, Савантер хӑйне хупӑрласа илнине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк таҫтан пилӗк-ултӑ хӗрарӑм сиксе тухрӗҫ те хӑйсен ял ҫыннисене хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара Хаяр Иван ҫарӗ тутарсене хупӑрласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах кӗтмен ҫӗртен тӗттӗмленсе кайрӗ, тӳпене пӗлӗтсем хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хырла урлӑ каҫас тенӗ чухне вара пире тискер патша ҫарӗсем хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Самантрах хайхискерсене ҫынсем хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне хупӑрласа тӑракан хӗрарӑмсен ункине татса, тӑлӑх арӑм пуп еннелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часах вырӑссемпе чӑвашсем ханӑн шӗкӗр хулине хупӑрласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах кайран… кайран сутрӗҫ ӑна: систермесӗр темиҫе енчен хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑхӑт ҫитсен, акӑ, ман полксем ӑна хупӑрласа илӗҫ те тӑшмана унтан хӳтерсе кӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах, ун шухӑшне ӑнланнӑн, кашкӑрсем ачасене хупӑрласа илчӗҫ, хыҫалтан пырса тухнисем йӑпшӑна-йӑпшӑна ҫывхарма тытӑнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте мала тухнӑ юланутҫа хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех