Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупнӑ (тĕпĕ: хуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2013 ҫулта Озерки пуҫламӑш шкула хупнӑ, «пуҫламӑш шкул-ача пахчи» йышши 3 учреждение ача пахчи шайне антарса реорганизациленӗ, Леваш тӗп шкула ун ҫумне Копылово тӗп шкула, Бобровски тӗп шкула тата Вострое пуҫламӑш шкул-ача пахчине пӗрлештерсе пӗр учреждени утса хунӑ.

В 2013 году ликвидирована Озерская начальная школа, реорганизованы 3 учреждения типа «начальная школа-детский сад» в детские сады, реорганизована Левашская ООШ путём присоединения к ней Копыловской ООШ, Бобровской ООШ и Востровской начальной школы-детского сада.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Светлана куҫне хупнӑ

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сергей икӗ талӑк хушши вырӑн ҫинчен тӑрайман, виҫҫӗмӗш кунӗнче куҫне хупнӑ

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл куҫӗсене хупнӑ, — ҫывӑрать пулмалла…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Маларах хулара 1904 трамвай пулнӑ — 1971 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче ӑна хупнӑ.

Ранее в городе был трамвай 1904 — 7 ноября 1971 закрыт.

Орхус // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D1%80%D ... 1%83%D1%81

VIII ӗмӗрте чаплӑ лангобард йӑхӗнчен тухнӑ ҫын Павел Диакон (Paulus Diaconus) кунта мӑнах пулнӑ, кунта вӑл куҫне хупнӑ, вӑл лангобардсен историкӗ, Аслӑ Григорий пурнӑҫне (ҫак папа кун-ҫулне ҫырса кӑтартнӑ пӗрремӗш ӗҫ шутланать) ҫырса кӑтартаканӗ.

В VIII веке здесь был монахом и умер Павел Диакон (Paulus Diaconus), выходец из знатного лангобардского рода, историк лангобардов, (написавший житие Григория Великого, которое считается исторически первым житием этого папы).

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

2008 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче Нар Бахадур Бхандарине коррупцишӗн ултӑ уйӑхлӑха тӗрмене хупнӑ.

25 октября 2008 года Нар Бахадур Бхандари был приговорён к шести месяцам заключения за коррупцию.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ботропри юлашки чуллӑ кӑмрӑк кӑларакан «Проспер Ханиэль» шахтӑна 2018 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче хупнӑ, ку мероприятие ФРГ президенчӗ Франк-Вальтер Штайнмайер та хутшӑннӑ.

Последняя каменноугольная угольная шахта «Проспер Ханиэль» в Ботропе была закрыта 21 декабря 2018 года, на церемонии присутствовал президент ФРГ Франк-Вальтер Штайнмайер.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Патшалӑх субсидипе пулӑшнӑ пулин те хальхи вӑхӑтра кокс туса кӑларакан 3 предприяти кӑна тӑрса юлнӑ, юлашки кӑмрӑк кӑларакан шахтӑна 2018 ҫулӑн вӗҫӗнче хупнӑ.

Несмотря на государственные субсидии, в настоящее время осталось лишь 3 коксопроизводящих предприятия, а последняя угольная шахта была закрыта в конце 2018 года.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Питлӗхпе хупнӑ кӑмакаран персе тӑракан ҫуллӑ шӳрпе шӑршине пӳрте кӗрсенех сисрӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Картана хӑваласа хупнӑ выльӑхсем пек, чул урайӗнче выртрӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппана полицейскисем тытса хупнӑ пек сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтан арҫынсем пӗрпӗринпе сӑмах татса алӑ тытнӑ та мӑкӑрич ӗҫнӗ, каярах вӗллине хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Ҫемье пуҫӗ кин кӗртсен икӗ уйӑхран, карта юписене хытарма тухсан, пахчарах, хӑйне пулӑшма тухнӑ Хреҫҫи умӗнчех, касса пӑрахнӑ йывӑҫ пек, тӳпех ӳкнӗ, куҫне хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Алӑка тачӑ хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Витере — самӑртма хупнӑ ултӑ чӑмӑр сысна.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ Рамансен класӗ — Стасикпа иккӗшӗ вӗсем Тамарӑна варрине хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ыттисене каялла читлӗхе хупнӑ чухне пач ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Нюра упӑшкине, тутара, ывӑлне Америка майлӑ Вильсон ят панӑшӑн ялти активистсем элекӗпе тытса хупнӑ, кайран персе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр пӳлӗмре пурӑнакан, аслӑ курсра вӗренекен Равиля Урманова, дипломат хӗрӗ, вӑрттӑн каланӑ тӑрӑх, «колхоз вӑл ырӑ япала мар иккен, унта хресченсене выльӑха хӑвса хупнӑ пек, ирӗксӗр кӗртнӗ».

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех