Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупласах (тĕпĕ: хупла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн калпакӗ айӗнчен тухнӑ хура ҫӳҫ пайӑркисем, хӑлха ҫунатти тата хӗрлӗ шарфпа хупласах илеймен мӑйӗ курӑнса кайрӗ.

Озарились легкие черные локоны, выбившиеся из-под вязаной шапки, мочка уха и шея, не высоко закрытая красным шарфом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кӑнтӑрла тӗлнелле пасар ҫав тери хытӑ кӗрлесе кайрӗ, вара шав хӑлхана хупласах хучӗ.

К полудню общее возбуждение чрезвычайно возросло и шум стал оглушительным.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӗсем хӗвеле те хупласах хучӗҫ.

Они буквально затмили солнце.

Кайӑк-кӗшӗк пасарӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 135–138 с.

Тӗрлӗ сасӑсем унӑн хӑлхине хупласах лартрӗҫ, ура айӗнче ҫӗр сулӑнкаларӗ, ҫил вӗрнипе те хӑранипе сывлама йывӑр пулса ҫитрӗ.

Буйный вихрь нестройных звуков оглушал ее, земля качалась под ногами, ветер и страх затрудняли дыхание.

XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫавӑн чухне тин вара панночка ӗсӗклесех макӑрса ячӗ, тет, шурӑ питне аллисемпе хупласах макӑрчӗ, тет:

Тогда только зарыдала панночка, закрывши руками белое лицо свое:

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫав ҫутӑсен чӗтренчӗк кӑвак йӑлтӑравӗ нумай хутлӑ ҫӳртсем ҫинче, сас-чӗвӗсӗр ҫунакан калама ҫук пысӑк пушар пек ялкӑшса тӑрать, ҫӗрле ҫутатакан уйӑхпа ҫӑлтӑрсен кирлӗ мар ҫутине тӗксӗмлетсе, хупласах хурать.

Их трепетное голубое мерцание заревом беззвучного пожарища стоит над многоэтажными домами, затмевая ненужный свет полуночного месяца и звезд.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каярах мӗн пулни асра юлман, йывӑр аташа пуҫланӑ, вӑл мана хупласах илнӗ.

Все, что происходило дальше, путалось с тяжелым, иногда оглушительным бредом, в который я, очевидно, впадала, продолжая идти.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӑтранчӑк хум вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ӑна хупласах лартрӗ, анчах та вӑл пӗтӗм вӑйне пухсах кӗрешрӗ-ха, шывран сике-сике тухса пӑра малти урисенчи такансемпе чавма тытӑнчӗ.

Мутная волна порой уже захлестывала ее, но она еще отчаянно боролась, выскакивала из воды и начинала царапать лед подковами передних ног.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех