Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупах сăмах пирĕн базăра пур.
хупах (тĕпĕ: хупах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паттӑрлӑх та хастарлӑх тата хупах йӳҫҫийӗ Мана, ырӑ ҫамрӑк каччӑна, Кунта илсе ҫитерчӗҫ.

Завезла меня, доброго молодца, Прытость, бодрость молодецкая И хмелинушка кабацкая.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӳр тухса пӗтичченех тытса тӑмалла; – ҫӑпан тухсан хупах тымарӗн настойкине, отварне ӗҫни усӑллӑ.

Держать, пока из раны весь гной не выйдет; - когда появляется фурункул полезно пить отвар из корня репейника.

Ҫӑпан // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Хупах тымарӗпе, сар ҫип утипе /зверобой/, шурӑ армутипе /полынь горькая/, эмел курӑкӗн /ромашка аптечная/ чечекӗпе, хурӑн ҫулҫипе /алӑ айӗнче хӑшӗ пуррипе/ усӑ курма юрать.

Можно пользоваться корнем лопуха, зверобоем, полынью горькой, цветками ромашкой аптечной, листьями березы (что найдете под рукой).

Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Машин мар вӑл сан — кустӑрмаллӑ хупах.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Манӑн мӗнпур ӗҫсен тӗп тӗллевӗ — яла ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратасси: вырӑнти пурнӑҫа хӑтлӑлатасси, ӗҫ вырӑнӗсем тӑвасси, туристсене илӗртесси. Заозерьери малашлӑха эп ҫапла куратӑп — пекарня (шушкӑсем пулмаллах, ма тесен Устинья Роскова тӗпрен илсен шушкӑ хатӗрлесе сутнипе палӑрнӑ), темиҫе кафе, хупах, хӑна ҫурчӗ» — хӑйӗн планӗсемпе паллаштарать Алена.

«Глобальная цель всех моих действий — возродить село: создать комфортное место для жизни и рабочие места, привлечь туристов. В идеальном варианте Заозерье будущего — это пекарня (обязательно баранки, так как Устинья Роскова — бараночница), несколько кафе, трактиры, несколько гостиниц», — делится Алена.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Ялта хупах.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ну, икӗ кӗленче хупах эрехӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗлимун пӗррехинче шухӑшласа тӑмасӑр, Улькан аслӑ пиччӗшне, Ҫӗпритуна, хӑнана чӗнсе, пӗр четвӗрт хупах эрехӗ кӑларса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вырӑнӗ-вырӑнӗпе хӑях кашласа ӳсет, тӗл-тӗл — ашса тухайми вӗлтӗрен, кӗпҫеленнӗ пултӑран, тем ҫӳллӗш хупах.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лаша хуҫипе Макҫӑм хупах еннелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫу ҫине хупах хур.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Шыв хӗррипе шӑтса тухнӑ сарӑ-сарӑ чечеклӗ ама хупах хушшинче пӗр кана сывламасӑр тенӗ пек шӑпӑрт выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл хупах ҫулҫи пекех сарлака.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тимуш та ҫӗкленчӗ, карта патне пырса, хупах татрӗ, унпа кивӗ пӑтасене чӗркесе тытрӗ те Укаҫ хыҫҫӑн утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑлхи хупах ҫулҫи пек пысӑк.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Утнӑ ҫӗртех Кирук икӗ-виҫӗ хупах ҫулҫи татать те шыв ҫине ярать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук пулӑсене, хӑйӗн ал лаппи тӑршшисене, суйласа илет те хупах ҫулҫи ҫине тухса хурать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ак, манӑн хупах витнӗ савӑта тупрӗ, ӑна чӗрҫиттипе витсе нимӗн пулман пек иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эп аппа хушнӑ пек турӑм та, инҫетерех кайса, хупах хушшине пытантӑм.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Нӳхреппе юнашар, чул хӳме ҫумне, шӑтӑк чаврӑм та мулӑма хупах ҫулҫипе чӗркесе, шӑтӑка хутӑм, ҫиелтен тӑпрапа витрӗм.

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех