Шырав
Шырав ĕçĕ:
хулӑллӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Покет тӗрми хула хӗрринче; кунта юлашки ҫулсенче урам пуҫланса кайнӑ, вӑл темиҫе ҫуртран сӑртлӑ пушӑ вырӑналла куҫать, ун ҫумӗнчех икӗ тӑкӑрлӑк тӑсӑлса вӗҫленет: пӗри — тип варпа, тепри — аслӑ ҫул тӗмескипе; ҫаксем пурте пӗрле хула планӗнче айккинчи темиҫе хулӑллӑ тӑртанчӑк турата аса илтереҫҫӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫын тата выльӑх-чӗрлӗх ура ярса пусман чӑтлӑхра, йӗплӗ хулӑллӑ хӑмӑртарах йывӑҫ хунавӗсем ҫыхланса ӳснипе, кӑлкан курӑкӗ тӗмесен варрине кӗреймен, симӗс тунипе тӗмесен тавра явкаланса ҫаврӑннӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑш-пӗр вырӑн йӗплӗ хулӑллӑ хӑвалӑх йывӑҫсем отрядри партизансене ҫаклатса, чӗркелесе калама ҫук тарӑхтараҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫулла Алешка катинчи нӳрӗ ҫӗре йӗплӗ хулӑллӑ кӑвак ҫырла тӗмӗсем иртсе ҫӳремелле мар сырса илеҫҫӗ, ватӑ караичсен тӑрринче элес-мелес капӑр ҫунатлӑ кӑвак кайӑксемпе чакаксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ; кӗркунне, йӗкелсемпе ҫӗре тӑкӑннӑ юман ҫулҫисен чуна уҫӑлтаракан йӳҫӗрех шӑрши сарӑлнӑ вӑхӑтра, катара кӑнтӑр енне вӗҫсе каякан кӑрӑпчаксем кӑштах канса илеҫҫӗ, хӗлле вара вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗҫҫеленсе выртакан юр ҫинче тилӗсен ҫаврака пичет евӗрлӗ йӗрӗсем кӑна ахах-мерчен ҫипсем пек кукӑр-макӑррӑн тӑсӑлаҫҫӗ.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Страницăсем:
- 1