Шырав
Шырав ĕçĕ:
Степан, пӗтӗм пичӗ-куҫӗпе йӑлтӑртатса кулса, хулпуҫҫийӗсене чарусӑррӑн вылянтарать; ҫул тӑрӑх тӗмескеленсе тусан шӑвӑнать, питӗ вӑрӑм та йӳле пилӗк кӗпеллӗ Христоня, тӑрмаланчӑк та йӗпе тара ӳкнӗскер, куклене-куклене ташша ҫапать, сулмак урапи пек ҫаврӑнать, курнӑҫланкаласа та ахлатса, «казачока» тӗпретет, ҫул тусанӗн сӑрӑ пурҫӑнӗ ҫине унӑн ҫара урисен тӗлӗнмелле лаптӑм-лаптӑм йӗрӗсем юлаҫҫӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан Григорий еннелле ҫурӑмӗпе тӑрать; ҫатан урлӑ Григорий унӑн таса та илемлӗн хырса якатнӑ мӑйне, сарлака та усӑнчӑкрах хулпуҫҫийӗсене тата, вӑл арӑмӗ умнелле пӗшкӗнсен, — сарӑ мӑйӑхӗн пӗтӗрсе хунӑ вӗҫне курчӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Йывӑр чӑмӑркка туса тӗвӗлесе хунӑ ҫӳҫӗ ҫинче пурҫӑн ҫиппеле тӗрленӗ хӑю ҫулӑмланса йӑлкӑшать, хӗрлӗ кӗпи, юбка ӑшне чикнӗскер, нимӗн пӗркеленмесӗр унӑн тӳрӗ ҫурӑмӗпе шӑратса янӑ пек хулпуҫҫийӗсене ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тытса пырать.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ирхине ирех темле хӑна килчӗ, кӗрнеклӗскер, хӗрлӗ сӑхманпа, Данило ҫинчен ыйтса пӗлет; каласа панине илтет те вӑл ҫаннипе куҫҫулӗсене шӑлать, хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа илет.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Мӗн тӑвас-ха!» терӗ кум хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа илсе.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кумӗн сӑн-питӗнче тарӑхни-туни палӑрмарӗ, уншӑн пулсан — хуть килте лар, хуть килтен тухса кайса сӗтӗрӗнсе ҫӳре — пурӗпӗр; вӑл, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ те, пушӑ аврипе хулпуҫҫийӗсене хыҫкаларӗ, вара икӗ кум ҫула тухса кайрӗҫ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Салхуллӑ сӑн-пичӗсенче ӗмӗрне кулӑ йӗрри палӑрман ҫынсем те пулин, урисемпе тӑпӑртаттара-тӑпӑртаттара, хулпуҫҫийӗсене вылятнӑ.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак самантра вӑл хулпуҫҫийӗсене хыҫкаласа илсе пит-куҫне тумтир аркипе шӑлкаларӗ те, икӗ аллине те сӗтел ҫине хурса, калама тытӑнчӗ:Тут он почесал плеча, утерся полою, положил обе руки на стол и начал:
VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫакӑн пек сехетсенче тӗп-тӗрӗс кӑтартакан тӗкӗр унӑн мӑнаҫлӑхпа тулнӑ сӑн-питне, куҫа шартарса ямаллах йӑлкӑшса тӑракан сӑн-питне, ачаш та ҫепӗҫ хулпуҫҫийӗсене, хӑйӗн ҫырӑ пуҫӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗксӗм хум хӳтлӗхӗнчи мраморлӑ мӑйне пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерсе кӑтартнипе кӗвӗҫтерет, кун пек чухне вӑл хӑйӗн эрешӗсене, урӑххисемпе улӑштарас тесе, пӗр хӗрхенмесӗрех, йӗрӗнчӗклӗн аяккалла ывӑтать, иртӗхет вӑл вӗҫӗмсӗр — тӗлӗнмелле илемлӗ юханшыв ҫулсеренех хӑйӗн тавралӑхне улӑштарать, хӑйне валли ҫӗнӗ ҫул суйласа илет те вара, хӑйне каллех нумай-нумай тӗрлӗ ҫӗнӗ илемсемпе ҫупӑрлать.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах Лопухов старикпе Серьга Хахай Лозневой мӗн ыйтнине хирӗҫ ним шарламасӑр хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе, пуҫӗсене хуйхӑллӑн сулкаласа ларчӗҫ: Логовӑсем тарнин историйӗ, вӗсен шучӗпе, вӗсем тарнӑ тӗттӗм каҫ пекех, тӗттӗм пулнӑ…
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хулпуҫҫийӗсене йӗрӗнчӗклӗн сиктеркелесе: — Ҫапӑҫу пӗтмен-и-ха? — тесе ыйтрӗ.
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗсем иккӗшӗ те, йӗрсе ярасран чарӑнса, пуҫӗсене усрӗҫ; амӑшӗ вара, хулпуҫҫийӗсене тӳрлетсе, ури ҫине тӑчӗ те хыттӑн та мӑнаҫлӑн тепӗр хут каларӗ:
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Халь акӑ Анфиса Марковна хулпуҫҫийӗсене сасартӑк лайӑххӑн силлентерсе илнипе чӗрине ыраттаракан шухӑшсене хӑй ҫинчен сирсе пӑрахрӗ тейӗн, труках ӗлӗк мӗнле пулнӑ, ҫавнашкал хӗрарӑм пулса тӑчӗ: калаҫура тата ӗҫре — ҫирӗп, хытӑ кӑмӑлӗпе — илемлӗ, пит-куҫӗпе — ҫамрӑк.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сергей тарӑнӑн сывларӗ те хулпуҫҫийӗсене тӳрлетрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна хулпуҫҫийӗсене хускатса илчӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Бородулин, айӑплӑ ҫын пек, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклесе илчӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Сергей хулпуҫҫийӗсене вӑтанчӑклӑн пӑркаласа илчӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кузьма Ярцев хулпуҫҫийӗсене ҫӗклерех, курпунне кӑларса ларать.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хулпуҫҫийӗсене кӑшт ҫеҫ хускатса илсе, Ярцева вӑл мӗнпур вӑйӗпе сулахай питҫӑмартинчен янклаттарса ячӗ.Чуть качнув плечами, со страшной силой ударил Ярцева по левой скуле.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Халӑх хумханса кайрӗ, карташӗнче ырлакан сасӑсем илтӗнчӗҫ, Силантий мучи, хулпуҫҫийӗсене хускаткаласа, мӑн сассипе кӗрлесе илчӗ:
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.