Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унта районсемпе хуласенчи 14-17 ҫулсенчи ачасенчен тӑракан сакӑр команда хутшӑннӑ.
Чи ҫамрӑк команда иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 19.05.31
Хальлӗхе районсенчи тата хуласенчи социаллӑ хӳтлӗх пайӗсем ҫакӑн пек 44 заявление йышӑннӑ та ӗнтӗ.На настоящий момент районные и городские отделы социального обеспечения приняли 44 таких заявления.
Цифрӑллӑ телекурав ҫине куҫатпӑр // Н. КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2019/04/09/%d1%86%d0%b ... bfa%d1%80/
Чӑвашстат ертӳҫи Эльвира Максимова пӗлтернӗ тӑрӑх - ҫыравра шута илмелли списокра (ҫу уйӑхӗ тӗлне) 436 ял хуҫалӑх организацийӗ (ҫав шутра предприятисен хушма хуҫалӑхӗсем те), 3674 фермер (уйрӑм пайтаҫӑсемпе пӗрле) тата 238,7 пин уйрӑм хуҫалӑхсем, хуласенчи граждансен суйласа илнӗ 8709 хуҫалӑхӗ (34 пин хушма хуҫалӑхран), граждансен коммерциллӗ мар 746 пӗрлешӗвӗпе вӗсенчи 9780 участок (пӗтӗмӗшле 141,2 пин участокран).
Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Уява ялсемпе хуласенчи шӑл тухтӑрӗсем пухӑнаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, савӑнӑҫа пӗрле пайлаҫҫӗ.
Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Кӑҫал чӑн малтанах ҫӗршыври пӗчӗк хуласенчи кинозалсен тытӑмне аталантарасси ҫине тимлӗрех пӑхма йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
5. Тата вӑл Иудея патшисем Иерусалим таврашӗнчи тата Иудейӑри ытти хуласенчи тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме суйласа лартнӑ апӑссене — Ваала, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене, тӳпери пӗтӗм ҫара пуҫҫапса, тӗтӗрсе пурӑннӑ чӳк пуҫӗсене — хӑйсен ӗҫӗнчен кӑларттарнӑ; 6. Астарта юпине Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен Иерусалим тулашне, Кедрон юхӑмӗ патне, илсе тухнӑ та Кедрон айлӑмӗнче ҫунтарса янӑ, кӗлне хура халӑха пытаракан ҫӑва ҫине сапаласа тӑкнӑ; 7. вӑл аскӑнлӑх ҫурчӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумне вырӑнаҫнӑскерсене, аркатса тухнӑ; ҫав ҫуртсенче хӗрарӑмсем Астарта валли тумтир тума пир-авӑр тӗртнӗ пулнӑ; 8. суя турӑсен апӑсӗсене пурне те Иудея хулисенчен хӑваласа кӑларнӑ, чӳк пуҫӗсем тӗтӗрекен тӳпем вырӑнсене — Гевӑран тытӑнса Вирсавия таранах — ирсӗрлентерсе тухнӑ; ҫавӑн пекех хула хапхи патӗнчи парне кӳмелли тӳпем вырӑнсене те аркатнӑ: хула пуҫлӑхӗн Иисусӑн хапхи умӗнчине те, ҫавӑн пекех хула хапхин сулахай енчи парне вырӑнне те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Левитсен хулисене, вӗсем тытса тӑракан хуласенчи ҫуртсене вара левитсем кирек хӑҫан та каялла тӳлесе илме пултараҫҫӗ; 33. левитсенчен хӑшӗ те пулин каялла тӳлесе илеймест пулсассӑн, вӗсем тытса тӑракан хулари сутнӑ ҫурт юбилей ҫулӗнче вӗсен аллине каялла таврӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн левитсен хулисенчи ҫуртсем вӗсен Израиль ывӑлӗсем хушшинчи еткерӗ пулаҫҫӗ; 34. вӗсен хулисем таврашӗнчи хирсене те сутма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн ӑна вӗсене ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе панӑ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов тӗлпулӑва уҫса ҫапла каларӗ: — Хуласенчи пурӑнмалли ҫуртсене вӑхӑтран-вӑхӑта тӗпрен юсамаллах.
Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Халӗ вара нумайӑшӗ шӑпах тӗрлӗ фильмсемпе мультфильмсене хуласенчи кинотеатрсенче курать.
Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Ҫак йӗркесен авторӗ хуласенчи пысӑк предприятисем иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ялсенче хӑйсен пысӑк мар цехӗсене уҫма тытӑннине те астӑвать.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№