Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Хулара вара Израилӗн мӗнпур йӑхӗн ҫыннисем ӗҫлеме пултараҫҫӗ.19. Работать же в городе могут работники из всех колен Израилевых.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сӑваплӑ лаптӑка хирӗҫ выртакан ҫӗртен тухӑҫ еннелле вунӑ пин, анӑҫ еннелле вунӑ пин юлать, ҫак ҫӗрӗн, сӑваплӑ лаптӑка хирӗҫ выртаканскерӗн, ҫимӗҫӗ хулара ӗҫлекенсене апат-ҫимӗҫ валли пулмалла.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӗсем сире лӑплантарӗҫ, вӗсем хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курсан, эсир лӑпланатӑр; ҫав хулара тунӑ мӗнпур ӗҫе Эпӗ ахальтен туманнине пӗлетӗр вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ку хулара эсир нумай ҫыннӑра вӗлерсе пӑрахрӑр, унӑн урамӗсене вилесемпе тултартӑр, тесе калать те.6. Много убитых ваших вы положили в сем городе и улицы его наполнили трупами.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! акӑ ҫак ҫынсен пуҫӗнче йӗркесӗр ӗҫсем ҫеҫ, тата вӗсем ҫак хулара усал канашсем параҫҫӗ, 3. вӗсем: «часах мар-ха; ҫуртсем лартӑпӑр; вӑл — хуран, эпир — ашӗ» теҫҫӗ.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл мана каларӗ: Израиль килӗпе Иудея килӗ тунӑ ирсӗр ӗҫ ытла та нумай, шутсӑр нумай; ку ҫӗре юн тулнӑ, хулара та тӗрӗсмарлӑх туллиех; вӗсем ӗнтӗ: «Ҫӳлхуҫа ку ҫӗре пӑрахрӗ, Ҫӳлхуҫа курмасть» тееҫҫӗ.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кайрӗҫ вара, хулара вӗлерме тытӑнчӗҫ.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ вӑл ыттисене мӗн каланине илтрӗм: ун хыҫҫӑн хулара ҫӳрӗр, вӗлерӗр; сирӗн куҫӑр ан хӗрхентӗр, ан шеллӗр; 6. ватӑ ҫынна та, яш ачапа качча кайман хӗре те, пӗчӗк ачасемпе арӑмсене те вӗлерсе тухӑр, анчах та паллӑ лартнӑ пӗр ҫынна та ан тӗкӗнӗр, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑмран пуҫлӑр, терӗ.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Сӑнчӑр хатӗрле: ку ҫӗр юнлӑ усал ӗҫсемпе тулнӑ, хулара пусмӑрлаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ.23. Сделай цепь, ибо земля эта наполнена кровавыми злодеяниями, и город полон насилий.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хамӑн тусӑмсене йыхӑратӑп, анчах вӗсем мана улталарӗҫ; священникӑмсемпе манӑн ватӑ ҫыннӑмсем, чунне йӑл илтермелӗх те пулин апат шыраса, хулара вилсе выртаҫҫӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Тата вӑл ҫар ҫыннисен пуҫлӑхӗ пулнӑ пӗр хайрана, патша умӗнче тӑнӑ ҫичӗ ҫынна, хулара юлнӑскерсене, тата ҫарӑн аслӑ ҫыруҫине, ҫак ҫӗрӗн халӑхне ҫар ӗретне ҫыраканскере, тата ҫӗршыв халӑхӗн хулара тупӑннӑ утмӑл ҫыннине илсе кайнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан хулара тӑрса юлнӑ хӑш-пӗр чухӑнсене, Вавилон патши патне тарнӑ ҫынсене тата чӗрӗ юлнӑ ӑстасене пурне те тыткӑна илсе кайнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӑваттӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗнче, хулара хӑрушӑ выҫлӑх пуҫланнӑ, ҫимелли пӗтӗмпе пӗтсе ҫитнӗ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хулара тӑрса юлнӑ халӑха, хӑй патне тарса пынисене тата ытти ҫынсене Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилона куҫарса кайнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Авдемелех патша керменӗнчен тухнӑ та патшана каланӑ: 9. эй патша хуҫамӑм! ҫак ҫынсем Иеремия пророка шӑтӑка пӑрахса усал ӗҫ турӗҫ; вӑл унта выҫӑ вилет: хулара текех ҫӑкӑр юлмарӗ, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пуҫлӑхсем вара патшана каланӑ: ку ҫынна вӗлерес пулать — вӑл, ҫакӑн пек сӑмахсем каласа, ҫак хулара юлнӑ ҫар ҫыннисене тата пӗтӗм халӑха хавшатать; ку ҫын ҫак халӑха ырӑ сунмасть, усал сунать, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Матфан ывӑлӗ Сафатия, Пасхор ывӑлӗ Годолия, Селемия ывӑлӗ Юхал тата Малхия ывӑлӗ Пасхор Иеремия халӑха ҫак сӑмахсене каланине илтнӗ: 2. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак хулара юлакансем хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ, халдейсем патне тухакансем вара чӗрӗ юлӗҫ, пурӑнӑҫӗ тупӑш вырӑнне пулӗ те вӗсене, вӗсем пурӑнӗҫ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Седекия патша вара Иеремийӑна хурал ҫуртӗнче хупса усрама хушнӑ; унта ӑна ҫӑкӑр пӗҫерекенсен урамӗнчен хулара ҫӑкӑр пӗтсе ҫитичченех кунне пӗрер пашалу парса тӑнӑ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшапа ҫак хулара пурӑнакан пӗтӗм халӑх ҫинчен, сирӗнпе пӗрле тыткӑна илсе кайман тӑванӑрсем ҫинчен 17. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем ҫине хӗҫ, выҫлӑх тата мур чирӗ ярӑп та вӗсене ҫиме юрӑхсӑр смоква ҫырли пек тӑвӑп; 18. вӗсене хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗсӗрлӗп; Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхшӑн сехре хӑппи туса хурӑп, Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярас пулсассӑн та ҫавӑнти халӑхсем хушшинче ылханлӑ тӑвӑп, вӗсенчен тӗнче кулли тӑвӑп; 19. Эпӗ вӗсем патне Хамӑн чурасене — пророксене — ярсассӑн та, вӗсене ҫине-ҫинех ярсассӑн та вӗсем Ман сӑмахӑма итлемерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19-20. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫак хулара юлнӑ, Вавилон патши Навуходоносор Иудея патшине — Иоаким ывӑлне Иехонияна — тата Иудейӑпа Иерусалимӑн пӗтӗм ятлӑ-сумлӑ ҫыннине Иерусалимран Вавилона куҫарнӑ чухне илсе кайман юпасем ҫинчен, пӑхӑр тинӗс ҫинчен, вӗсен тӗпӗсемпе ытти япаласем ҫинчен ҫапла калать, 21. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин керменӗнче тата Иерусалимра юлнӑ хатӗр-хӗтӗр ҫинчен ҫапла калать: 22. ӑна Вавилона илсе кайӗҫ, унта вӑл Эпӗ пырса пӑхас кунчченех юлӗ, ҫавӑн чухне вара ӑна илсе тухӑп та ҫак вырӑна тавӑрӑп, тет.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.